28 марта 2015 г.
Мартăн 25-мĕшĕнче Культура ĕçченĕн кунĕнче - Чăваш патшалăх филармонийĕнче савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Халăхăн кăмăл-сипетне, ăс-хакăлне çĕклеме пулăшакан, ăна хавхалану, илем, киленỹ парнелекен хастарсене саламлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килсе çитнĕ. Халăх йăли-йĕркине упраса хăварасси - культура ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Республикăра ку енĕпе тăватă пин ытла халăх пултарулăх коллективĕ ĕçлет. Унта 55,2 пин çын çỹрет. Юлашки çулсенче клубсен çумĕнчи кружоксемпе секцисен шучĕ 377 чухлĕ ỹснĕ. Михаил Игнатьев культура ĕçченĕсене халăх пуянлăхне упраса малалла аталантарнăшăн, çак ĕçе çамрăксене явăçтарнăшăн, республика çыннисене пурăнма лайăх, кăмăллă лару-тăру туса панăшăн тав тунă. Михаил Васильевич ăс-хакăл управçисене паянхи кун шайĕпе, ун ыйтăвĕсене шута илсе ĕçлеме, культура илем, нравственнăç, совĕç, чун çăлкуçĕ пулнине яланах асра тытма суннă.