28 марта 2015 г.

Ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕн ĕçченĕсемпе йĕркеленĕ тĕлпулу. Министр чи малтанах республикăри район хаçачĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. "Журналистсен яланах халăх хушшинче пулмалла, кулленхи пурнăçа тĕрĕс те тỹррĕн çутатмалла", - палăртрĕ вăл. "Шăмăршă хыпарне" илес пулсан, ку енĕпе ỹпкев çук - вăл республикăра лайăххисен шутĕнче: пĕчĕк йышах пысăк ĕç тăвать. Тираж та çулсеренех ỹссе пырать - ăна çырăнса илекенсен йышĕ пысăкланать. Пĕлтĕрхи тупăш та самаях. - Эппин, ĕçлеме пĕлетĕр, - терĕ министр. Тĕлпулура çивĕч ыйтусем те хускалчĕç. Сăмахран, редакци ĕçченĕсене темиçе çул машина çукки пысăк чăрмав кỹрет - ялсене тухса çỹреме йывăр. Транспорт хатĕрĕ вара кирлех. - Пулăшма тăрăшăпăр, - шантарчĕ Александр Иванов. Ытти ыйтусем те пулчĕç. Министр вĕсене вырăнта татса памалли пирки каларĕ. Унăн шухăшĕпе, редакцин пушă пỹлĕмĕсене арендăна парса хушма тупăш илме те май пур. Çакна район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев та çирĕплетрĕ.
В.МИХАЙЛОВ.