28 марта 2015 г.
Çемье çавăрса пĕрле аллă çул пурăнакансем сайра. Ылтăн туй - пурнăçри чи пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çак кунсенче Палтиелĕнчи Римма Мингалиевна тата Каримулла Мударисовсем те çак паллă куна савăнăçлă лару-тăрура уявларĕç. Юбилярсене районти ЗАГС пайĕн ертỹçи Т.Матвеева ăшшăн саламларĕ. - Пирĕн, çамрăксен, сирĕнтен тĕслĕх илмелли çеç юлать. Малашне те пĕр-пĕрне юратса пурăнмалла пултăр, - терĕ вăл. Палтиел ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Н.Хабибуллина та, районти контрольпе шутлав органĕн председателĕ Г.Сагдеева та салам сăмахĕсем каларĕç. Телейлĕ мăшăр каланă тăрăх, вĕсем пĕр-пĕрне пĕрре курсах юратса пăрахнă та, çак хĕрỹ туйăм паян кунчченех сĕвĕрĕлмест. Аллă çул хушшинче темĕн те пулнă. Мăшăр кил-çурт çавăрнă, ача-пăча çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Мăнуксем те куç тулли. Вĕсем ватăсемшĕн чăн-чăн савăнăç. Мударисовсем килте выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ, пахчаçимĕç те çитĕнтереççĕ.
М.ЕФИМОВА.