Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Федераци те, унăн председателĕ те пур

15 апреля 2015 г.

Федераци те, унăн председателĕ те пур

Карапай Шăмăршăри психоневрологи интернатĕнче районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕн Н.Поликарповăн парнисене çĕнсе илессишĕн сĕтелçи теннис енĕпе районта мала тухассишĕн ăмăрту пулса иртнĕ. Ăна спортăн çак енне анлăрах аталантарассине, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине халалланă. Тỹрех каламалла: питĕ çивĕч иртнĕ вăйăсем - ăмăртăва хутшăнакансен аллинче ракеткăсем выляса çеç тăнă, пластмасса шаршăн пĕр канăç та пулман. Ăмăрту яланах чи вăйлисене палăртать. Хальхинче район администрацийĕн специалисчĕпе В.Антонова, халăха социаллă пулăшу паракан Шăмăршăри центрĕн директорне А.Вазанова çитекенсем пулмарĕç. Çĕнтерỹçĕсем медальсемпе Грамотăсене, парнесене тивĕçрĕç. Малашне районти сĕтелçи теннисĕн федерацийĕн председателĕ районти тĕп больницăри А.Молоствов врач-невролог пулĕ. Ăмăртăва хутшăннисем ун кандидатуришĕн пурте пĕр сасăллă пулнă.

Н.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика