15 апреля 2015 г.
Çуркунне пулнă май районта демографи ларăвĕ те ырă енне улшăнни сисĕнет. Ваттисем "Иккĕн выртса виççĕн тăрăр" тени чăна тухать мар-и? Кăçалхи виçĕ уйăхра кăна 36 ача - вунтăхăр хĕр пĕрчипе вунçичĕ пулас арçын çут тĕнчене килнĕ. Пепкесене ытларах Дмитрий, Арсений, Григорий, Валерия, Аглая, Азалия ятсем параççĕ. Аист çемьене çĕнĕ кайăк илсе килни пуриншĕн те - асра юлмалли пулăм. Анчах, шел пулин те, хăшĕсем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлни те пăшăрхантарать.
М.ЕФИМОВА.