Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн çитмест-ши пире? Çынлăх…

15 апреля 2015 г.

Пытармасăр каласан - çынлăх. Сăпайлăх мĕнне те манса пыратпăр пулас. Нумай çĕрте пĕр-пĕрне сывлăх сунасси те манăçа тухса пырать. Ырă ир е ырă кун тенипе чĕлхе татăлса ỹкет-и вара? Хăшĕсемшĕн, тен, çапла та пулĕ. Çамрăксем пĕр сăлтавсăрах ватăсене, арçынсем хĕрарăмсене кỹрентереççĕ. Ним сăлтавсăрах. Ĕненмесен лавккасене кĕрсе курăр. Вăйпитти йĕкĕтсем черетре вăрах тăракан ватăсене "чавсисемпе хирсе" касса умне ăнтăлаççĕ: васкаççĕ имĕш, вĕсене пĕр пачка сигарет е çур литр "урнă ĕне сĕчĕ" тата сăра çеç кирлĕ. Черетре тăракансем васкамаççĕ-им вара? Çынлăхпа сăпайлăх тени ачасене мĕн пĕчĕкрен тивĕçлĕ воспитани панипе тачă çыхăннă. Ирĕксĕрех "улми улмуççинчен аякка ỹкмест" текен чăнлăх аса килет. Ача мĕнлерех çемьере ỹсет - малашне çакнашкал çын пулать. Нумай учрежденисенче те аслă ỹсĕмрисене кỹрентернĕ тĕслĕхсем самаях тĕл пулаççĕ. Уйрăмах çамрăк сотрудниксем тỹрккес: паян татса памалли ыйтушăнах ватăсене ыран тепре килме хушаççĕ. Çын аякра пурăнать пулсан? Шутласан, çул укçи те хаклă вĕт - килсе кайма мĕн чухлĕ расхут. Çамрăксем хăйсене аслисенчен çỹлерех хуни те сисĕнет. Ватă çын тăватă çын тетпĕр-ха та, анчах вăл хăйне кỹрентерекен темиçе çамрăк умĕнче вăйсăр. Ахăртнех, аслисене хисеплемелле тени çамрăк шкултан вĕренсе тухсанах манăçать пулас. Çакнашкаллисем тăван ашшĕ-амăшне те, хăйсене ăс панă вĕрентекенсене те çын вырăнне хумаççĕ. Мĕн хистерĕ-ха çак темăна хускатма? Пĕтĕмлетсе çакна çеç калас килет: атьăр-ха çынлăха, сăпайлăха çухатар мар.

Т.ФЕДОТОВА,

тĕп редактор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика