15 апреля 2015 г.
Вăхăт таппине ниепле те тытса чарма çук. Çын тени шав васкать: çуралать, ỹсет, вĕренет, пархатарлă, ырă ĕçсем тăвать, нумай çынна пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине кăларать, кайран вара пиртен уйрăлса каять... Нумаях пулмасть пирĕн юратнă вĕрентекен, хисеплĕ çын, Çĕнĕ Тăрăнта пурăннă Александра Тимофеевна Волкова пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Ĕмĕрĕпех ача-пăчана вĕрентнĕ учительница, 40 çула яхăн Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта ĕçленĕ. Унăн пурнăçĕ пĕртте çăмăл пулман. Вăл 1924 çулта Патăрьелĕнче çуралнă. Учитель пофессине алла илсессĕн Сăкăтри, Патăрьелĕнчи шкулсенче ĕçленĕ, 1955 çулта Карапай Шăмăршăри вăтам шкула килнĕ. ...Эпир, шкула 1-мĕш "А" класа вĕренме килнĕ. Пире, ачасене, ăшпиллĕ, ырă кăмăллă А.Т. Волкова кĕтсе илчĕ: вулама, шутлама, çырма вĕрентрĕ. Эпир, вĕтĕр-шакăр, унăн сăмахĕсене тимлĕн итлесе ларнă, Тăван çĕршыв, атте-анне сăмах пĕлтерĕшĕсене ăша хывса юлнă. Тăватă çул пире ăс панă юратнă вĕрентекен: çак хушăра мĕн чухлĕ урок ирттермен пулĕ Александра Тимофеевна - чăн-чăн вĕрентекен. Тĕрĕссипе, ăна пирĕн "Аслă Макаренко" тесе каласан та çылăх пулмĕ. Вăл вĕрентнĕ ачасем халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнаççĕ. Вĕсен хушшинче ахаль ĕçчен те, пысăк вырăнта ĕçлекен пуçлăхсем те, тухтăрсем те, учитель профессине суйласа илнисем те чылай... Чăнах та питех те йывăр хăвна вĕрентсе кăларнă çынпа сывпуллашма...
Вĕрентекен сана тавах!
Ăс-хакăл, пĕлỹ нумай ав панă.
Пит йывăр-çке , ах, уйрăлма,
Чунра вара - чăнах асаплăх.
Тавтапуçах сана, вĕрентекен!
Тăпру пулинччĕ санăн çăмăл.
Йĕри-тавра, ав, чечексем,
Юлать асра ăшпиллĕ кăмăл.
Каçарăр пире, хаклă вĕрентекенĕмĕр. Тен, йывăр чухне эпир, сирĕн вĕренекенĕр пулнă çынсем, сире кирлĕ чухлĕ тимлĕх уйăраймарăмăр, пулăшаймарăмăр... Йывăр тăпрăр çăмăл пултăр, эсир вĕрентсе хăварнă халалсене эпир яланах асра тытăпăр.
Э.СЕМЕНОВ.
Карапай Шăмăршă ялĕ.