23 февраля 2013 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăва нумайăшĕ ырласа йышăнчĕ. Тĕрлĕ тытăмра вăй хуракансен ыйтăвĕсене хускатнă, нимĕне те асăрхамасăр иртмен темелле. Шкулсенче ĕçлекен педагогсем ĕç укçине ÿстерме палăртнăшăн хĕпĕртерĕç. Мĕнех калайăн: ĕçне кура тÿлевĕ.
Районта пирĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсем – тăваттă, вĕсенчен виççĕшĕ – база шкулĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем вара – пиллĕк. Çавăн пекех икĕ пуçламăш шкул-ача сачĕ пур (хальхинче вĕсем çинче чарăнмăпăр). Çÿлерех асăннă 9 шкулта 200 яхăн вĕрентекен вăй хурать. Хăш-пĕр шкулсене ытти çĕртен уроксем ирттерме пыракан вĕрентекенсем те пур, вĕсем вуннăн ытла.
Вĕренÿ çурчĕсене юлашки вунă çулта 17 çĕнĕ вĕрентекен ĕçлеме килнĕ. Шăмăршă шкулĕ-нче вара хăш-пĕр ялта пуçламăш е тĕп шкулсем çеç тăрса юлнăран педагогсем самаях çĕнелнĕ.
Вĕрентÿ тытăмĕнче нумай çул хушши ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем, анчах ĕçлеме пăрахманнисем пурĕ – 24-ăн, 10 процент патне. 200 яхăн вĕрентекен хушшинче ятарлă вăтам специальноçлă 12 педагог.
Пĕтĕмĕшле илсен, районта вĕрентÿ ĕçĕ лайăх пурнăçланса пырать. Вĕрентекенсем те, вĕренекенсем те тĕрлĕ конкурс-ăмăртура палăраççĕ, çĕнтерÿçĕсем пулса тăраççĕ. Анчах хăш-пĕр шкула уроксем ирттерме урăх çĕртен пырса çÿрени шухăша ярать. Пырса çÿрекен вĕрентекен ачасемпе урок ирттерет те каялла çула тухать. Вĕсем кружоксем, секцисем йĕркелесси çине питех пысăк тимлĕх уйăрмаççĕ. Çакна ниепле те йĕркеллĕ пулăм тесе хаклас килмест.
Çамрăк вĕрентекенсем ялсене килменни те шухăшлаттарать. Аслă шкулсенче вĕренсе алла вĕрентекен дипломне илнĕ район хĕр-упраçĕпе яш-кĕрĕмĕ ăçтарах-ши; Е вĕсем хăйсен дипломĕсене арча тĕпне упрама чиксе хунă; Шкулсенче тивĕçлĕ канури вĕрентекенсем ĕçлени çамрăк специалистсем килменнипе те çыхăннах ĕнтĕ. Тен, йăнăшатăп, е çак ыйту патне тепĕр енчен пымалла; Каплах пырсан малашне пенсири педагогсен хисепĕ чакас вырăнне ÿссе çеç пырĕ. Пĕр юрăри пек «Ялта лайăх: ватăсем ĕçлеççĕ, çамрăксем ...» пулса тухмĕ-ши; Хĕрсемпе каччăсем тăван кĕтесе таврăнмасан çапла пулма та пултарĕ. Çакăн патне кăна пырса тухас марччĕ.
Юлашки çулсенче патшалăх, çав вăхăтра хамăрăн республика та, çамрăк специалистсене ялсене илĕртес тесе темĕн те шутласа кăларчĕ, анчах лару-тăру лайăх енне улшăнни сисĕнмест-ха. Ашшĕ-амăшĕ хулара вĕренекен ачине вĕренсе тухсан хуларах юлма хистет. Унта шалу та пысăкрах, условисем те лайăхрах имĕш. Ку вара чăнах та çапла-ши; Ĕçлеме ÿркенмен çыншăн ялти ĕç те хисепре. «Халĕ шкулта ĕçлеме йывăр», – тенине те пĕрре мар илтнĕ. Анчах вĕрентекенĕн ĕçĕ хăçан çăмăл пулнă;
Республика Пуçлăхĕ каланă пек вĕрентекенĕн шалăвĕ ÿссен, çамрăксем дипломĕсене арча тĕпĕнчен кăларса ялти шкулсене таврăнасса шанас килет. Унсăрăн мĕншĕн-ха вĕсем аслă шкулта пĕлÿ илнĕ, ячĕшĕн-и;
(Материала хатĕрличчен шкулсенчи вĕрентекенсемпе калаçнă).