23 февраля 2013 г.
Асанкассинчи пуçламăш шкул-ача садĕ-нче юмах эрни иртрĕ. Çак эрнере ачасем «Манăн юратнă юмах» конкурсра хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне туллин кăтартрĕç. Вĕсем «Кам тимлĕ-рех;» викторинăра тупăшрĕç, юмах лартассин вăрттăнлăхĕсене алла илчĕç. Вĕрентекенсемпе воспитательсем шăпăрлансене юмах сюжетне ăнланма хăнăхтарчĕç, геройсене тĕрлĕ ушкăна пайласа хаклама вĕрентрĕç.
Ачасем хăйсен пултарулăхне «Алса тулĕ», «Йăва», «Хĕрлĕ Калпакпа виçĕ кашкăр» юмахсене куракансен умне кăларса кăтартрĕç.