18 апреля 2015 г.
«Миçе хутчен ăнлантарман-ши çынсене?» - çакăн пек чунтан тарăхса çырнă паллă юптаруçă Крылов асаттемĕр. Чăнах та, мĕншĕн-тĕр эпир ăс парса каланине шута илместпĕр, пĕр-пĕр йывăр инкек пулмасăр та сиксе ỹкме васкамастпăр («Аслати авăтмасăр та мушик сăхсăхмасть»,- темен-и-ха вырăссем?).Сăмахăм - «хĕрлĕ автан» пирки. Вулакан ăнланчĕ пулĕ ĕнтĕ: çак «автан» авăтасран чун шикленет, вăрă вăрлать те хăйне кирлине çеç илет пулсан, пушар ĕмĕр тăршшĕпе тар тăкса пуçтарнă пурлăхран нимĕн те хăвармасть.Темиçе кун каялла кăна-ха Хакас Республикинчен чуна çỹçентерекен хыпар çитрĕ: такамсем хирти курăка çунтарнине пула вут-çулăм хăрушла алхаснă, çуртсем çуннă тата çын вилнĕ тĕслĕхсем пулнă. 4 пине яхăн выльăх çунса кайнă.«Хăрушă инкек пулнине пăхмасăр, Хакасири ялсенче халĕ те хирти-улăхри курăка çунтараççĕ», - хыпарлать Раççейри МЧС пресс-центрĕ.Хакасире кăна-и? Çурхи шыв-шур типсен пирĕн районти ялсенче те курăкпа тĕрлĕ хыт-хурана çунтарма тытăнаççĕ. Вут-кăвара хирĕç кĕрешекенсем каланă тăрăх, килти пахчари типнĕ курăкпа тĕрлĕ çỹп-çапа çунтарнине пула кашни çулах пушар тухнă тĕслĕхсем пулаççĕ.Темиçе çул каялла пĕрисем субботник вăхăтĕнче чутах ипподрома çунтарса яманнине, çынсем чунтан тăрăшса лартнă йывăç хунавĕсем кайран типсе хăрнине аса илетĕп те, халăха çапла чĕнсе калас килет: «Ăса кĕрĕр, тăвансем, вутпа ан выльăр!»Май уявĕсем çывхарса килнĕ май, çынсем вăрмана çỹреме пуçлаççĕ. Кунта та çав тери асăрхануллă пулмалла: вут - вăйă мар, пушар ан тухтăр тесен шăрпăк хăш кĕсьере выртнине те манмалла. Вăрмана канма, çутçанталăк илемĕпе киленме, шăпчăк юррипе савăнма каяр.Миçе хутчен ăнлантармалла-ши çынсене? Çапах та эпĕ çырни те ытлашши пулмĕ тесе шутлатăп.
И.САЛАНДАЕВ.