Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сергей Павлов:«Ыран паянхинчен лайăхрах пурăнасчĕ»

18 апреля 2015 г.

Сергей Павлов:«Ыран паянхинчен лайăхрах пурăнасчĕ»

Çак кунсенче пирĕн корреспондент Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕпе - ял хуçалăх министрĕпе Сергей Павловпа тĕл пулса районти агропромышленноçăн кăсăклантаракан ыйтăвĕсем тавра калаçнă. Хаçатăн паянхи номерĕнче эпир унран илнĕ интервьюпа вулакансене паллаштарас терĕмĕр.

- Сергей Владимирович, кунран кун хĕрỹ тапхăр – ака-суха - çывхарса килет. Республикăра çурхи ĕççине хатĕрленесси мĕнле пырть-ши? Шăмăршă районĕнче те çур акине хатĕрленес ĕç кунсерен вăй илет...

- Çапла, умра - çур аки. Кăçал акнă лаптăксем 565 пин гектар йышăнмалла. Ку иртнĕ çулхипе танлаштарсан 5,6 пин гектар ытларах. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем – 50, çĕрулми 6,5 процент пулĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» лаптăкне 3 пин гектар ỹстерме палăртнă. Иртнĕ çул кĕрхисем 89 пин гектар акса хăварнă. Вĕсен 90 проценчĕ аван хĕл каçнине палăртаççĕ специалистсем. Çанталăк сивĕрех тăнипе калчан ỹсĕм тапхăрĕ пуçланман-ха. Март уйăхĕнче юр сахал çунипе нỹрĕк çĕре сăрхăнас вырăнне пăсланса пĕтнĕ. Çавăнпа та тăпрара нỹрĕк çителĕксĕрри сисĕнет. Çурçĕр районсенче нормăран – 70, кăнтăр енчисенче 90 процент сахалрах вăл. Çумăр çуни кĕрхисене, маларах акнă çурхи культурăсене вăй илме пулăшĕччĕ. Çуракинче 281 пин гектар акса-лартса хăвармалла. Хуçалăхсем вăрлăх хатĕрлессипе лайăх ĕçленĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 50,2 пин тонна хывнă (кирлин 105 проценчĕ), 87 проценчĕ кондицие ларнă. Шăмăршă районĕнче кăçал 19500 гектар çинче ял хуçалăх культурисем туса илмелле, çав шутра 11450 гектар çинче - тĕш тырăпа пăрçа йышшине. Çĕрулмине пĕлтĕрхинчен ытларах çитĕнтерес тĕллевпе лаптăкне 1400 гектара çитересшĕн. Выльăх апачĕ те ытлă-çитлĕ пулĕ. Ака вăхăтĕнче минерал удобренийĕ çитменни те йывăрлăхсем кăларса тăратма пултарать. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, минерал удобренийĕ турттарассипе лару-тăру аван, хальлĕхе 8,6 пин тонна кỹрсе килнĕ. Шăмăршăсем хальлĕхе 200 тонна çеç туяннине палăртмалла. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем те янтăлаççĕ хуçалăхсенче. Техникăн 98 проценчĕ уй-хире тухма хатĕр те ĕнтĕ.

- Топливо, ỹсен-тăрана хỹтĕлемелли хатĕрсем хаклансах пыраççĕ… Ака-суха ял ĕçченĕшĕн хакла лармĕ-ши? Патшалăх субсидийĕ вăхăтра çитĕ-ши?

- Çапла, сăмахран, минерал удобренийĕн хакĕ 30 процент ỹснĕ. Пирĕн тĕллев – ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем патне патшалăх субсидине вăхăтра çитересси. Кăçал республикăна 2 млрд та 260 млн тенкĕ уйăрмалла, çав шутран 666,5 млн тенкĕне хуçалăхсене куçарса панă ĕнтĕ. Ку иртнĕ çулхинчен 2,7 хут ытларах. Процент ставкисене субсидилессипе те ĕçлетпĕр. Сăмахран, хуçалăхсене литр сĕт пуçне хушса тỹлемелле. Паллах, çак укçа та уй-хир ĕçĕсене ирттерме кайĕ. Ака-суха валли кĕске вăхăтлăх кредитпа та анлă усă кураççĕ. Тавар туса илекенсене техникăна 15 процент йỹнетсе сутĕç. Раççей Ял хуçалăх министерстви 25 процент таранах йỹнеттересшĕн.

- Сергей Владимирович, пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, шăвармасăр пахча çимĕç ỹсмест. Тыр-пул уйĕнче мелиораци мероприятийĕсене ирттерейĕпĕр-ши?

- Чăваш Енре «Чăваш Республикинче 2013-2020 çулсенче ял хуçалăхне аталантарасси тата ял хуçалăх продукцийĕн чĕр таварĕпе апат-çимĕç рынокне йĕркелесси» патшалăх программин «Чăваш Республикин ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕсенче мелиорацие аталантарасси» çум программа ăнăçлă ĕçлет.2014 çулта тĕллевлĕ программа федераци тата республика бюджетĕнчен 53 млн тенкĕ уйăрнă, республикăри 23 хуçалăх мелиораци техники туянма май тупрĕ. Çавăн пекех, ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем шăвармалли техника туяннă чухне 50 процент таран çăмăллăхпа усă курнă. Хуçалăхсенче вăй хуракансем çĕрсене шăварса тăни пахча çимĕç, çĕр улми тухăçне чылай ỹстерме май панине пĕлеççĕ. Çавăнпа шăваракан лаптăксене пысăклатса пыма тăрăшаççĕ. Патшалăх условисем туса парать, пирĕн, хуçалăхсен вара вĕсемпе туллин усă курмалла.

- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче сĕт туса илекенсен чĕртаварăн пахалăхне, калăпăшне тата хакне патшалăх енчен тĕрĕслемеллине каланă. 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен хушма хуçалăхсене сĕтшĕн пахалăхне кура тỹлессине йĕркелеме ыйтнă. Организацисенче чĕртаваршăн пахалăхне кура тỹлессине тахçанах пурнăçа кĕртнĕ ĕнтĕ. Кĕçех çĕнĕлĕх хушма хуçалăхсене те пырса тивĕ. Мĕнле йышăнĕç-ха ăна Шăмăршă районĕнче?

- Çапла, Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çырура килти хуçалăхсенчен паракан сĕт хакне тата пахалăхне патшалăх енчен йĕркелесе тăма хушрĕ. Ку ĕçе, паллах, Патшалăх ветеринари службипе муниципалитетсене явăçтармасăр пурнăçлаймăн. Сĕт пуçтаракансемпе заводсем килти хуçалăхсен сĕчĕн пахалăхĕ вăйра тăракан норматив требованийĕ сене тивĕçтермест теççĕ. Пахалăхне кура – хакĕ. Çавăнпа та тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвне тĕпе хурса тỹлемелле.Çак тĕллеве пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе районсенче канашлусем ирттертĕмĕр. Сĕт пухакансемпе тата ветеринари службинче вăй хуракансемпе тĕл пулусем йĕркелерĕмĕр, сутакан сĕт пахалăхне куллен тĕрĕслесе тăмаллине палăртрăмăр. Нумай чухне сĕт пухакансем халăхран пухакан сĕт пахалăхĕпе тивĕçтерсех каймасть теççĕ. Паллах, кунта кам айăплине те палăртма çук. Çавăнпа та сĕт пухакансене кашни сĕт сутаканпа килĕшỹ тума сĕнтĕмĕр.

- Калаçушăн тавах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика