23 февраля 2013 г.
Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалласа тата оборонăпа спорт ĕçĕн уйăхлăхне хутшăнса районта ачасемпе çамрăксен «Туслăх» спорт шкулĕнче «Призывник – 2013» конкурс иртрĕ. Кăçал ăмăртусене 6 ял тăрăхĕн маттур каччисем хутшăнчĕç, хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне спорт тупăшăвĕсенче, хĕç-пăшала салатса пуçтарассинче кăтартрĕç.
Хĕрÿ ăмăртусенче Шăмăршăри Руслан Алексеев çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Евгений Кудряшов (Пăчăрлă Пашьел), Валерий Макаров (Пуянкасси). Конкурса хастар хутшăннă Виталий Бибукова (Чукал), Владимир Ильина (Кивĕ Чукал), Александр Лукьянова (Васан) та ырăпа асăнса хăвармалла.
– Çакăн пек маттур та хастар каччăсем районта çитĕнни савăнтарать, – пĕтĕмлетрĕ Чăваш Республикин çар комиссариачĕн офицерĕ Василий Фадеев.
Апла пулсан Тăван çĕр-шыв хăрушсăрлăхĕшĕн пирĕн пăшăрханмалли çук.