Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттуррисен йышĕнче

23 февраля 2013 г.

2012 çулхи май уйăхĕнче Шăмăршăри Сергей Михайлова çар службине илнĕ. Унăн салтакри биографийĕ Чита облаçĕнчи çар чаçĕнчи автобатальонта пуçланнă. Водительсен вĕренÿ курсне вĕçлесен, компьютер техникине лайăх пĕлнĕ май, Шăмăршă йĕкĕтне батальон штабĕнче документаци хучĕсемпе ĕçлеме çирĕплетнĕ.

Хăйне шанса панă тивĕçе Сергей Михайлов яланах тÿрĕ кăмăлпа туса пынă, командирсем каланине итленĕ. Должноçпа килĕшÿллĕн икĕ уйăхран ăна кĕçĕн сержант званийĕ панă.

Салтак шăпи çавнашкал: ăçта хушаççĕ – çавăнта каймалла. Кăçал январьте подразделение Сахалин утравĕ çине куçарсан, унта Шăмăршă çамрăкне водительсен отделенине шанса панă. Отделени командирĕ пулнипе пĕрлех, Сергей Михайлов сержант хăй те хăватлă «Урал» автомашинăпа çÿрет, çар грузĕсем турттарать. Хăйĕн тивĕçне яланах Çар присяги хушнă пек пурнăçлать. Çакна чаç командирĕ сержантăн ашшĕпе амăшĕ патне янă Тав çырăвĕ те лайăх çирĕплетет.

«Хисеплĕ Вячеслав Николаевичпа Светлана Федоровна! – çырнă Р.Васильченко подполковник. – Чаç командованийĕ сире лайăх салтак ÿстерсе çитĕнтернĕшĕн пĕтĕм чун-чĕререн тав тăвать. Сергей Михайлов сержантăн çар хатĕрленĕвĕнчи çитĕнĕвĕсем эсир ăна тивĕçлĕ воспитани панипе тÿрремĕнех çыхăннă. Ывăлăр хăйне шанса панă отделенире çирĕп дисциплина хуçалантăр, çар техники яланах юсавлă пултăр тесе нумай тăрăшать. Сергей Михайлов подразделенире лайăх дисциплинăпа палăрса тăрать, хăйне шанса панă автомашинăна тирпейлĕ тытать. Ăна командирсем те, юлташĕсем те хисеплеççĕ. Ывăлăрăн службăри çитĕнĕвĕсемпе эсир тивĕçлипе мухтанма пултаратăр».

Аякри вырăнта салтак тивĕçне пурнăçлакан Сергей Михайлова службăра малашне çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика