Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачаран вăй илет пултарулăх

18 апреля 2015 г.

Пĕрремĕш сăвă е калав... Кашни шкул ачиех хăйне çырас ĕçре тĕрĕслесе пăхма ăнтăлать. Пĕрисен ăнăçать пек, теприсен вара килсех каймасть.Пултарулăх тенине кашнинех паман. Пуррине вара пĕтме памалла мар - ăна аталантарма, ăсталăха ỹстерме пулăшмалла. Çакăн пек пулсан кăна, тен, паянхи шкул ачисенчен малашнехи паллă поэт-писательсем çитĕнĕç.Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта 3-4 классенче вĕренекенсем те хăйсен малтанхи утăмĕсене тăваççĕ. Паллашар-ха, эппин, вĕсен пирвайхи хайлавĕсемпе.

С.ИШМУЛЛИНА,

Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти пуçламăш классен учителĕ.

Купăста

Лартрăм та йăран çине,

Ăнса ỹсрĕ купăста.

Мĕнле паттăр,

мĕнле тутлă,-

Çисе пăхма эп ăста.

Вĕлле хурчĕ

Вĕлле хурчĕ пыл пухать,

Çынсене савăнтарать.

Утар хуçи Михала

Мухтаса сутать пыла:

«Ылтăн пыл вăл, сиплĕ те,

Чирлеместĕр ак пĕртте!»

...Вĕлле хурчĕ шав вĕçет,

Çынсене телей пиллет.

Юлия АНТОНОВА,4-мĕш класс.

Питĕ тутлă яшкара...

Кайрăм эпĕ лавккана,

Илтĕм унта купăста.

Качăр-качăр купăста,

Питĕ тутлă яшкара.

 

Тăван ял

Пирĕн ял - Пуянкасси,

Чăннипех те чи хитри!

Хулари пек çурчĕсем,

Ытарма çук çыннисем.

Шкулăн çурчĕ пит капмар,

Ача сачĕ - юнашар.

Çамрăк ăру çитĕнет,

Тăван ял та çĕнелет.

Сад пахчи - кашни килте,

Шăпчăк юррине итле

!Илтĕнет куккук сасси,

Эх, хитре Пуянкасси!

Пуян ял Пуянкасси,

Районта çук ун пекки.

Урамра - ача сасси,

Чечексем - пахчи-пахчи.

Юрататăп ялăма,

Улăштармăп эп ăна.

Халаллатăп сăввăма

Хамăн савнă ялăма.

Данил НИКИФОРОВ,3-мĕш класс.

 

 

Хăшĕ тутлăрах?

Пурăннă тет купăстапа кишĕр. Вĕсем яланах тавлашнă.- Эпĕ тутлăрах санран, кишĕр.- Çук, эпĕ тутлăрах санран, купăста. Çавăн пек вĕсем пилĕк кун вăрçăннă. Хуçисем таврăннă. Вĕсен купăстаран тунă салат çиес килнĕ. Ашшĕ купăста касса кĕнĕ, амăшĕ - кишĕр. Салат пи-и-итĕ тутлă пулнă.Çапла вара купăстапа кишĕр хушшинчи тавлашу вĕçленнĕ.

Арина КРАСНОВА, 3-мĕш класс.


  


 

 

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика