22 апреля 2015 г.
Анат Чаткасри «Восход» колхозра çеç мар, районта та Галина Капралова (Хрисанова) ячĕ чи хисеплисен шутĕнче пулнă. Хĕрĕх çул ытла фермăра ĕçлесе, Галина Гавриловна яланах социализмла ăмăртура малта пынă. Ахальтен мар ăна Тăван çĕршыв Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата медальсемпе чысланă.Г.Капралова ертсе пыракан сысна ферминче тăтăшах район пĕлтерĕшлĕ семинар-канашлу ирттернĕ, хастар коллективăн паха ĕç опычĕпе пурне те паллаштарма тăрăшнă. Эсир ăçта та пулин сысна витинче чечексем çитĕнтернине курнă-и? «Восход» колхозра - «Пысăк культурăллă ферма» ята çĕнсе илнĕ витере вара - чечексем илем кỹретчĕç, çынсене тата та тăрăшарах ĕçлеме хавхалантаратчĕç. Галина Гавриловна виçĕ хутчен Мускаври ВДНХ выставкине хутшăннă. Республикăри чи хастар хĕрарăмсен Шупашкарта иртнĕ съездĕнче сăмах тухса каланă. Нумай çул хушши колхоз правленийĕн членĕ пулнă вăл, ялхуçалăхĕнчи кăткăс ыйтусене татса пама хутшăннă. Унпа пĕрле ĕçленĕ çынсем ăна ырăпа кăна аса илеççĕ. Еплерех илемлĕ юрлатчĕ тата Галина Гавриловна! Уйрăмах чăваш халăх юррисене çепĕççĕн шăрантаратчĕ. Шел, пирĕн хаклă çыннăмăр çулталăк каялла пурнăçран уйрăлса кайрĕ, йывăр чире çĕнтерме вăй çитереймерĕ. Унăн ырă ячĕ - ĕмĕрех пирĕн чĕрере. Пире юратса-савса ỹстернĕшĕн, пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн эпир сан умăнта нихçан татăлми парăмра.
М.ЛОЖКИНА,
Г.Г.Капраловăн хĕрĕ.