Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Справка кирлĕ-и?

22 апреля 2015 г.

 

Пире кулленхи пурнăçра тĕрлĕ справкăсем кирлĕ. Эпир вăл е ку органра пичетпе çирĕплетнĕ хут çыртарса илетпĕр те, ăна тивĕçлĕ вырăна тăрататпăр. Хăш-пĕр çĕрте гражданин судпа айăпланнине е айăпланманнине кăтартакан справка та ыйтаççĕ. Кун пек чухне полицин районти уйрăмне килмелле. Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин тивĕçлĕ службипе çыхăнса гражданин пирки кирлĕ сведенисем илнĕ хыççăн (вăл маларах хăш хулара е ялта пропискăра тăнине тата ĕçленине (вĕреннине), унта пурăннă вăхăтра уголовлă айăплав илнипе илменнине тĕрĕслесен), çак справкăна кĕске вăхăтрах çырса паратпăр. Çакнашкал справка ыйтăвĕпе райадминистраци çуртĕнче вырнаçнă патшалăх тата муниципаллă пулăшусем паракан нумай функциллĕ центрта та йышăнаççĕ. Гражданин хăйĕн ирĕкĕпе дактилоскопи регистрацийĕ витĕр тухма пултарни пирки чылайăшĕ илтнĕ ĕнтĕ. Ятарлă сăрăпа усă курса шурă хут çине икĕ алă пỹрнисен йĕрĕсене ỹкерттерни никамшăн та ытлашши мар - пурнăçра кирлĕ пулма пултарать. Ку ĕçе полицин дежурнăй чаçĕн сотрудникĕсем пурнăçлаççĕ. Çак ыйтупа вĕсем сире кирек хăш кун та хапăл тусах йышăнĕç.

О.ДИМИТРИЕВА,

полици уйрăмĕн штабĕнчи анализпа тĕрĕслев инспекторĕ,

полици лейтенанчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика