22 апреля 2015 г.
Кăçал январь-март уйăхĕ сенче район территорийĕнче пурĕ 42 преступлени пулнине шута илнĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта - 38). Преступленисен 92,3 процентне уçса панă. Тỹнтерле ĕçсене уйрăммăн илсе пăхсан, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, çынна хĕнесе пурăнасси, экономикăпа, коррупципе çыхăннă преступленисем, ултавлă ĕçсем (мошенничество) тăвасси, обществăлла вырăнсенче, çав шутра урамра саккун йĕркисене пăсасси ỹснĕ. Ют пурлăха вăрласси, çын çине алă çĕклесси, малтан судпа айăпланнисем, ỹсĕр çынсем, ниçта та ĕçлеменнисем кукăр çул çине тухасси чакнă. Çын сывлăхне юриех йывăр сиенленĕ (пĕрер факт), вĕлерессипе хăратнă (икшер преступлени), килте саккуна пăсса патронсем упранă (пĕрер факт) тĕслĕхсем пĕр шайрах юлнă. Иртнĕ уйăхри преступленисем пирки калас пулсан, кунта чи малтанах суя укçасемпе çыхăннă тỹнтерле ĕç çинче чарăнса тăрас килет. Мартăн 1-мĕшĕнче никам палламан пĕр арçын Шăмăршăри, Васанти лавккасене кĕрсе таварсем туяннă (пурĕ 7 суту-илỹ точкинче), сутуçăсене 5000 тенкĕлĕх суя купюрăсем тыттарса хăварнă. Çак преступник сăнĕ видеоаппаратурăра пур, ун тăрăх сăнỹкерчĕксем те тунă. Вĕсене хамăр республикăри тата кỹршĕллĕ регионсенчи полици уйрăмĕсене ярса панă. Çак арçынна халĕ полици сотрудникĕсем пур çĕрте те çине тăрсах шыраççĕ. Шăмăршăри Лесхозная урамĕнчи арçын хăйĕнпе пĕрле пурăнакан хĕрарăма, Чукалти кил хуçи хăйĕн арăмне хĕнесе пурăннă. Çак фактсем тăрăх, РФ УКĕн 117 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн, уголовлă ĕçсем пуçарнă. Кунашкал фактсем тата йывăртарах преступленисем патне илсе пырассине тĕпе хурса полици уйрăмĕн следователĕсем çак уголовлă ĕçсене питĕ тарăннăн тĕпчесе тишкереççĕ. Хăйсен аллине ирĕке яма юратакан арçынсем тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹ тăвасса шанас килет. Шăмăршă пасарĕнче пĕр паллă мар çын хĕрарăмăн сумккинчен кошелекне кăларса илнĕ. Унта укçа та, банк карттисем те пулнă. Пасара кайсан пурне те питĕ тимлĕ пулма ыйтатпăр. Унта хăшпĕр çынсем мĕн-тĕр вăрлама пыма пул- тарасса яланах асра тытмалла.
С.АГЕЕВ,
полици уйрăмĕн начальникĕ.