22 апреля 2015 г.
ЭПĔ хаçатра ĕçлеме пуçланă малтанхи çулсенче вĕсем вăйпитти хĕрарăмсемччĕ. Фермăра, уй-хирте, вăрман хуçалăхĕнче, суту-илỹре, шкулта, сывлăх хуралĕнче е ытти отрасльте тăрăшатчĕç, сак тулли ача-пăча çитĕнтеретчĕç. Хастар çынсене мухтаса сахал мар очерк- тĕрленчĕк шăрçаланă, вĕсем хăйсен пурнăçĕ çинчен каласа панине чунтан хумханса итленĕ. Çак хĕрарăмсем иртнĕ вăрçă асапне-тертне тылра тỹссе ирттернĕ, çап-çамрăклах фронта кайнă арçынсен йывăр ĕçне пурнăçланă, выçăллă-тутăллă пурăнса Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Çулсене тытса чараймастăн, ĕмĕр иртнĕçемĕн çын та ватăлать. Паян çак хĕрарăмсем - сакăрвунă- тăхăрвунă çулхи карчăксем. Асанне тата кукамай кăна мар, мăн асаннепе мăн кукамай та пулнă ĕнтĕ. Нумаях пулмасть вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕ çынсене Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнă ятпа ятарласа кăларнă медальпе чысларĕç. Çак хисепе Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенчи 24 хĕрарăм та тивĕçнĕ(шел, пĕри - педагогика ĕçĕн ветеранĕ Александра Тимофеевна Волкова - медале илеймесĕрех çĕре кĕчĕ). 92 çула çитнĕ Ача амăшĕ-героиня Перасковья Михайловна Елисеева кăкăрĕ çине медаль çакнă чух куççульне чараймарĕ: «Пирĕнпе пĕрле паян вăрçă асапне курнă-тỹснĕ кашни çыннах чысламаллаччĕ. Шел, нумайăшĕ Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине кĕтсе илеймерĕ. Вĕсен ячĕсене ан манăр, ачамсем...» Медаль илнисенчен Сарра Амосова, Лидия Волкова, Серафима Волкова, Евгения Карпова, Мария Купташкина, Лидия Медведева, Мария Ивановна Лукияновапа Мария Гавриловна Лукиянова, Федосия Медведева, Юлия Михайлова, Мария Московская, Любовь Падюкова, Мария Семенова, Татьяна Сидорова, Елена Сидорова, Перасковья Столярова, Анна Тенишева, Клавдия Тимофеева, Евгения Федорова, Елена Чернова, Тамара Винокурова, Александра Гаврилова, Раиса Егорова, Елена Чанга тата Любовь Яковлева чĕрĕ- сывă-ха. Ватăсен ĕмĕрĕсем вăрăм пулчччĕр, мăнукĕсемпе тата вĕсен ачисемпе савăнса пурăнччĕр. Çакна çеç каласшăн эпĕ сăмахăма вĕçленĕ май: Çĕнтерỹ медальне арча тĕпне ан пăрахăр, чаплă уявра ăна кăкăр çине çакса ял урамĕпе мăнаçлăн утăр. Эсир чăннипех те тивĕçлĕ çак наградăна, ăна кăна-и, тата та пысăкрах чыса та тивĕçлĕ. Мухтав сире, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă ветерансем! Медале çаксамччĕ, асанне, Ăмсанса пăхайччăр сан çине. Эсĕ тивĕç чи пысăк тава, Эсĕ тивĕç паян мухтава!
И.САЛАНДАЕВ.