22 апреля 2015 г.
Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнĕ май тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ Виçпỹрт Шăмăршăри культура ĕçченĕсем. Тылра ĕçлесе Çĕнтерĕве çывхартнă вăрçă ачисене (халĕ ĕнтĕ вĕсем ялти хисеплĕ ватăсем) чыслани те сумлă иртрĕ. Юбилей медальне илнисем пирĕн ялта пурĕ вуннăн: И.Петров, А.Власов, В.Архипов, А.Семенов, П.Падиаров, М.Антипова, З.Поспелова, Н.Гладков, А.Гладкова, К.Ишукова, С.Иванова.Ветерансене чыслама ялти клуба вăрçă паттăрĕсен ачисемпе мăнукĕсем, шкул ачисем пуçтарăнчĕç. Сцена çинче - Çĕнтерỹ Ялавĕ, Георги лентисем, паттăрсен сăнĕсем, наградисем. Вăрçă пуçланнине пĕлтерекен Ю.Левитан сасси, вăрçă юррисем. Вăрçа 259 çын тухса кайнă ялтан, 92-шĕ таврăнайман. Кашни кил, кашни çурт, кашни çын вăрçă хуйхипе пурăннă, фронтшăн ĕçленĕ. Хăш-пĕр килтен 4-шарăн тухса кайнă вăрçа: Юмановсем (Велюгисем), Кузьминсем, Семеновсем, Кашкровсем, Маловсем, Романовсем...Икшерĕн пуç хунă çемьесем те нумай: Семеновсем, Крыловсем, Кашкровсем, Романовсем, Мокеевсем... Ялта чи малтан В.Егоров вилни çинчен хут илнĕ... Вăрçă вăхăтĕнче мĕнле пурăннине, ĕçленине З.Левашкина нумай çул хушши пуçтарнă асаилỹсем тăрăх каласа пачĕ. Çак вăхăтра пурăннă çынсем хăйсем те ку тапхăра аса илчĕç. И.Петров ашшĕ вăрçа тухса кайнине, Тăван çĕршыва хỹтĕлесе пуç хуни çинчен пĕлтерекен çырăва илнине халĕ те манаймасть. А.Семеновăн ашшĕ те таврăнайман вăрçăран, хăйĕн 5 ачине тăлăха хăварнă. Вăрçа кайнă тăванĕсен вырăнне çитĕннисемпе пĕр тан ĕçлени, йывăр пулсан та чăтни çинчен каласа кăтартрĕç вăрçă ачисем. Тăван çĕршыва хỹтĕленĕ, пуç хунă тăванĕсене манмаççĕ виçпỹртсем. Л.Ухтиярова, Л.Власова, Л.Падиарова, А.Юманова хăйсен çывăх çыннисен вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен, вĕсем çинчен пĕлнĕ, шыраса тупнă материалсемпе паллаштарчĕç. Е.Падиарова хăйĕн ашшĕ тăватă çул хушши тыткăнра асапланни çинчен куççуль витĕр каласа пачĕ. Вăрçă паттăрĕсем пĕри те çук ĕнтĕ - юлашки фронтовик пĕлтĕрхи август уйăхĕнче пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Анчах эпир вĕсене манмастпăр, ячĕсене чĕрере тытатпăр.
А.ЮМАНОВА.