Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашла калаçма ан вăтан

25 апреля 2015 г.

ПАЯН - Чăваш чĕлхи кунĕ. И.Я.Яковлев çуралнă кун иртекен уява палăртма пуçланăранпа кăçал 23 çул çитрĕ. Çакна каласа хăвармалла: И.Я.Яковлев чăваш халăхĕ валли калама çук нумай ĕç туса хăварнă. Вĕсенчен чи паллисем - чăваш çырулăхне йĕркелесе яни, шкулсем уçни, пĕрремĕш чăваш букварьне çырса кăларни. Чăваш чĕлхи Раççей Федераци- йĕнче анлă сарăлнă чĕлхесенчен пĕри шутланса тăрать. Вăл Чăваш Республикинче вырăс чĕлхи пекех - патшалăх чĕлхи. Чăваш чĕлхи çинчен нумай сăвă çырнă паллă поэтсем. Çеçпĕл Мишшин 7 класра вĕреннĕ "Чăваш чĕлхи" сăвви вара халĕ те асăмрах: Тĕнчене тасатрĕ ирĕк вут-кăварĕ, Çут тĕнче çуталчĕ, иртрĕ авалхи. Тĕттĕмĕ тĕп пулчĕ, мăшкăл иртсе кайрĕ - Тин ирĕке тухрăн, тĕп чăваш чĕлхи! Çак сăвва вуланă хыççăн тата та мăнаçлăрах туятăн хăвна, савăнатăн чăваш ачи пулнишĕн. Анчах мĕн куратпăр-ха эпир паянхи кун? Мухтанать-и паянхи яш-кĕрĕм хăйĕн тăван чăваш чĕлхипе? Тĕрĕс те хитре калаçма пĕлет-и? Юратса, пĕр вăтанмасăр пуплет-и чăваш чĕлхипе? Питĕ иккĕлентерет. Енчен эпир чăвашла сывлăх сунма, тав тума, сывпуллашма та мантăмăр пулсан, мĕн каламалли мăнаçлăх пирки. Ял ачи район центрне килсенех вырăсланса каять пулсассăн, хулара вăл чăвашла пупленине шанма та хĕн. Ачаранах чăваш чĕлхине юратма вĕрентмесен, шкулта "шакканин" усси пур-ши вара? Эпĕ ывăла ача садĕнчен илме кайсассăн, чăвашла калаçса тумлантарнă хушăра çумра хĕрачине илме килнĕ ашшĕ манран çапла ыйтнăччĕ: "Мĕншĕн эсĕ унпа чăвашла калаçатăн, эпир ялта пурăнмастпăр вĕт, район центрĕнче вырăсла калаçмалла". "Санăн хĕрỹ вырăс ачи-им вара?" _ терĕм. "Çук та, эпир хамăр та районти ялтан, анчах çемьере вырăсла калаçатпăр. Тепĕр çур çултан санăн ачу та вырăсланать, ак курăн-ха. Ача садне çỹрекен ачасем пурте вырăсла пуплеççĕ", - терĕ мана кулкаласа. Воспитательсемпе вĕсене пулăшаканĕсем пĕчĕккисемпе чăвашла сахал калаçнине те лайăх пулăм теме çук кунта. Ача садĕнченех чăваш чĕлхине вĕренсе ỹссен, шкула кайсан тăван чĕлхе предметне пĕрремĕш класранах вĕренме çăмăлрах пулнă пулĕччĕ. Манса пыратпăр çав чăвашла калаçма... Тепĕр чухне тăван чĕлхепе ăнлантарса парайманнине кура вырăсла сăмахсем те персе яратпăр, мăн асатте-асаннесен чĕлхине хамăр сисмесĕрех вараласа, малалла аталанма памасăр пусарса пыратпăр. Юлашкинчен мĕн калас килет: вăтанас марччĕ чăваш чĕлхинчен, чăваш пулнинчен. Упрар хамăрăн çепĕç чĕлхене, çĕклер куллен ун хăватне!

Т.ФЕДОТОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика