Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çураки ирттерме - çăмăллатнă кредит

25 апреля 2015 г.

ЧР Ялхуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх _ республикăра сезонри уй-хир ĕçĕсене ирттерме паракан финанс учрежденийĕсем хушшинче Раççей ялхуçалăх банкĕн регионри филиалĕн тỹпи 90 процент йышăнать. Çулталăк пуçланнăранпа çак тĕллевпе 520 млн тенкĕ кредит уйăрнă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан çурхи ака-сухана ирттерме укçа-тенкĕ енчен пулăшасси 34 процент ỹснĕ. Банкăн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская каланă тăрăх _ Раççей ялхуçалăх банкĕ сезонри ĕçсене ирттерме кредитпа пулăшассине тĕп вырăна хурать. Çĕршыври экономика йывăр лару-тăрăвне пăхмасăр ялхуçалăх таварне туса илекенсене хĕрỹ тапхăрта укçапа вăхăтра тивĕçтерĕç. Кредитăн процент ставкине субсидиленипе вăл предприятисемшĕн ытлашши пысăк пулмĕ. Ялхуçалăх таварне туса илекенсем çунтармалли- сĕрмелли материалсем, саппас пайĕсем, удобрени, ỹсен-тăрана хỹтĕлемелли хатĕрсем туянма банкран кивçен илме пултараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика