25 апреля 2015 г.
КĂÇАЛХИ пĕрремĕш кварталта районти тĕрлĕ шайри хуçалăхсенче чĕрĕ виçепе 719,5 тонна аш-какай (2014 çулхи çак вăхăтринчен 2,1 процент нумайрах), 3830 тонна сĕт (.1,3 процент) туса илнĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 594 грамм (.0,2 процент), сыснасем 238 грамм (.7,2 процент) чĕрĕ ỹт хушнă. Виçĕ уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 870 килограмм (.9 килограмм) сĕт суса илнĕ. Пур шайри хуçалăхсенче апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне 8569 пуç мăйракаллă шултра выльăх (.4,1 процент), 11560 пуç сысна (.3,2 процент) шутланнă. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта килти хушма хуçалăхсенче те выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен ытларах туса илнĕ. Н.ВАЗАНОВ.