Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш пулни мĕне пĕлтерет?

25 апреля 2015 г.

Кунĕпех кăмпа пуçтарса хытă ĕшеннĕскер, вăрмантан тухиччен ларса канма шутларăм. Тулли карçинккана çĕре лартрăм та çывăхри юман çумне сĕвентĕм. Çỹллĕ те лапсăркка ку йывăç. Вулли... Ытама та кĕмест, тураттисен шучĕ те çук. Çулçисем сарăхман-типмен пулсан хĕвел çути те курăнас çук. Вĕсем витĕр сарă-хăмăр йĕкелсем тĕксĕм лампочка пек йăлтăртатаççĕ. Ват йывăç йĕри-тавра - туйрасем. Вĕсем хушшинчен юманăн тымарĕсем айккинелле тăсăлаççĕ. Епле хулăн, парка вĕсем,_ тăпрана сирсе "çутта тухнă". "Çĕр çула та çитнĕ пуль эс,- калаçатăп юманпа,_ çапах тĕреклĕ. Тымарусем мĕнле çирĕп тата! Ачусем - туйрусем епле йышлă! Эс нихçан та çĕр пичĕ çинчен çухалас çук!.." ...Темшĕн юман тусăма тăван чăваш халăхĕпе танлаштарас килчĕ. Çĕр çинчи 130 ытла халăхран пĕри вăл - чăваш халăхĕ. Унăн та хăйĕн пуян историйĕ, йăли-йĕрки, чĕлхи, тĕнĕ пур. Мĕн кăна курман хăй ĕмĕрĕнче чăвашсен несĕлĕсем?! Авалхи эрăн 13-12 -ĕмĕрĕсенчех палăрнă мăн асаттемĕрсем (хунсем) Дон, Дунай, Азов, Каспи шывĕ-сем хĕрринче пурăннă чухнех тĕрлĕ халăхпа хутшăннă, тĕрлĕ вăрçă асапне тỹснĕ. 7-мĕш ĕмĕрте вĕсем (пăлхарсем) Аслă Пăлхар патшалăхне йĕркелесен хазарсен мăшкăлне тỹснĕ. 8-мĕш ĕмĕрте Атăл тăрăхĕнче Атăлçи Пăлхар патшалăхне туса хурсан монгол-тутарсен пусмăрне лекнĕ. 15-мĕш ĕмĕрте йĕркеленнĕ чăваш халăхĕ Хусан ханлăхĕн танатине çакланнă. Тутарсенчен хăтăлас тĕллевпе Вырăс патшалăхĕпе пĕрлешнĕ. Паянхи кунччен аслă вырăс халăхĕпе пĕрле икĕ тĕнче вăрçи тамăкне, яппун, афган, чечен вăрçисене тỹссе ирттернĕ. Чĕлхе тĕнĕпе пурăннăскерсем, хăй вăхăтĕнче мăсăльман, православи тĕнне йышăннă, халĕ христианство тĕнĕпе пурăнаççĕ. Темле пулсан та, чăтăмлă чăвашсем хăйсен йышне чакма паман, çырулăхне çухатман, малашлăхшăн ырă "вăрлăх" акса хăварнă. Паян икĕ миллионлă чăваш халăхĕ çĕр чăмăрĕн кашни кĕтессинчех хăйĕн сассине парать. Апла пулсан, вăл пĕтмест. Чикĕ леш енче Чăваш çĕршывне, ун халăхне Н.Бичурин тĕпчевçĕ тата çыравçă, П.Егоров архитектор, Н.Охотников математик тата физик, И.Яковлев просветитель, К.Иванов, Г.Айхи поэтсем-классиксем, А.Николаев космонавт, Н.Павлова балерина, Праски Витти художник, Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев пек чаплă çынсен пархатарлă ĕçĕсем урлă пĕлеççĕ. Чыс та мухтав пултаруллă Çыннăмăрсене! Пирĕн халăх ĕçченлĕхĕпе, ăсталăхĕпе тĕлĕнтерет. Çĕр ĕçĕпе, пир-авăр ăсталăхĕпе, сăра тăвассипе чапа тухнă. Чăваш енĕн вырăнти çут çанталăк ресурсĕсем пуян мар. Çапах та экономика тĕлĕшĕнчен аталану çул-йĕрне тупма пулатех. Вăрман промышленноçне аталантарма ют çĕршывсемпе килĕшỹ туса ĕçлеме пулать. Экономика çыхăнăвĕсене çирĕплетме куравсем, конкурссем ытларах йĕркелемелле. Пирĕн "Сувар", "Эревет", "Уяв" юрăпа ташă ансамблĕ-сем ют çĕр-шывсенче гастрольте пулса тăван халăхăн ăс-хакăл культури çỹллĕ шайра пулнине ĕнентерчĕç. Мĕншĕн контракт йĕркипе чикĕ леш енче пултаруллă культура ĕçченĕсене вăй хума ирĕк парас мар? Ан тив, сарччăр чăваш юрăçисем, ташăçисем чăвашлăха ют çĕр-шывсенче, хăйсен ăсталăхне туптаччăр. Чăваш Ен спортпа туслă. Тĕнчипе паллă В.Егорова, Е.Николаева, В.Андреев çăмăл атлетсем пек вуншар спортсмен - Чăваш Ен мухтавĕ! Г.Айхи поэт-куçаруçă Франци, Германи, Швеци литературипе чăваш сăмахлăхне пĕр тĕвве çыхăнтарнă. Çакна асра тытса чăваш çыравçисен паха хайлавĕсене мĕншĕн тĕнче хапхи витĕр кăларас мар? Ан тив, пĕлччĕр тĕнче шайĕнчех чăваш ăсĕ çинчен. Çакна авалхи çыхăнусене тĕпе хурса пурнăçламалла. Калăпăр, Никита Бичурин Китай, Монголи халăхĕ-семпе чăвашсем хушшинче туслăх кăвайтне чĕртнĕ. Пĕр сăмахпа, чăвашсен халăх, республика, чĕлхе, йăла-йĕрке сумлăхне ют çĕршывсем умĕнче ỹстермелле. Унсăрăн, Чăваш Енре пире вырăна хумĕç. Тĕрлĕ çĕре саланнă чăваш чунлă çыннăмăрсемпе пĕр çăвартан пурăнмалла. Республикăра, ун тулашĕнче ентешлĕхсем йĕркеленĕ пулсан, ют çĕршывсенче те пĕчĕк йышлă чăвашсенченех ентешлĕхсен ĕçне пуçарса яма пулать. Ку енĕпе Чăваш наци конгресĕ пулăшу пама тивĕçлĕ. Паллах, ютра сума сăвассине кĕтсе ларни вырăнлă мар. Тăван кĕтесре пурăнакан чăвашсен хăйсене хăйсем хисеплемелле. Чăваш пулнинчен вăтанакан пирĕн хушăмăрта ан пултăр! Чăваш та - халăхсен пĕр пайĕ. Ыттисем пекех, ĕçчен, ăслă, пултаруллă. Тĕнче аталанăвĕнче чăвашăн та тỹпи пур. ...Вăйлă çил-тăвăл тухса кайрĕ, лăскарĕ-лăскарĕ ват юмана. Тураттисемпе сулкалашрĕ ĕмĕрхи йывăç, çулçисемпе çатăлтатрĕ, туйрисене хỹтĕлерĕ. Çук, парăнмарĕ усал вăя. Чăваш халăхĕ те çапла: парăнман, парăнмасть, парăнмĕ. Маттур яш-кĕрĕм хăвачĕпе хăйне упраса хăварĕ. Чăваш пулнă, пур, пулĕ!

З.СВЕКЛОВА. Палтиел ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика