Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан юхтар куççульне, салтак арăмĕ…

29 апреля 2015 г.

Ан юхтар куççульне, салтак арăмĕ…

Да разве об этом расскажешь

В какие ты годы жила!

Какая безмерная тяжесть

На женские плечи легла!

ÇАК сăвва Шăмăршăра пурăнакан вырăс хĕрарăмĕ, ĕç ветеранĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Надежда Петровна Смирнова куççуль витĕр вуларĕ. Хăйĕн пурнăçĕнче мĕн чухлĕ кăна йывăрлăх тỹссе ирттермен-ши вăл? Унăн ачалăхĕпе шкул çулĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче иртнĕ. Аслă тетĕшĕ Курск пĕккинче фашистсемпе паттăррăн çапăçса вилет. Нумай та вăхăт иртмест, йывăр хуйха тỹсеймесĕр амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕрет. Шкулти классенче хĕлле тỹсме çук сивĕ пулнă, вĕренекенсем вăрмантан хăрăк турат пуçтарса килнипе çеç нумай ăшăнаймăн çав. Хут çуккипе, ачасем кивĕ хаçат листисем çине çырнă. Уроксем хыççăн вара колхоз ĕçне васканă. Тăван çĕршывшăн, Çĕнтерỹшĕн ĕçленĕ вăрçă ачисем. Патăрьелĕнчи педучилище, институт, ун хыççăн Васанти тата Шăмăршăри шкулсем... Васанта ĕçленĕ чухне яштака пỹллĕ, çепĕç чĕлхеллĕ каччăпа - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Леонид Смирновпа паллашать. Майăн 30-мĕшĕнче вĕсем туй туса пĕрлешеççĕ. Телейлĕ мăшăр 3 ача çуратса ỹстерет, 5 мăнукĕпе мăнукĕсен 2 ачи ваттисене савăнăç парнелеççĕ. Шел, 2009 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче Леонид Семенович Смирнов йывăр чире çĕнтереймесĕр пурнăçран уйрăлса каять. Надежда Петровна ĕмĕрлĕхех салтак арăмĕ пулса юлать. Çĕнĕ Шăмăршăра çуралса ỹснĕ Вера Митрофановна Архипован (Кудряшован) шăпи те вăрçă çулĕсемпе тачă çыхăннă. Вăрçă пуçланнă чух вăл вун улттăри хĕр пулнă. Колхозра ырми-канми ĕçленĕ, Улатăр çывăхĕнче окоп чавнă, Пăва хули патĕнче чукун çул тунă... 1943 çулта Шăмăршăри апат-çимĕç комбинатĕнче ĕçлеме пуçланă, фронт валли çĕрулми, пахчаçимĕç типĕтсе ăсатнă. Хастарлăхне шута илсе, 1945 çулхи февраль уйăхĕнче Верăна мастер пулма çирĕплетнĕ. Кунта ĕçленĕ чухне Вера Иван Архипов фронтовикпа паллашнă. Туслăх юратăва куçнă, çамрăксем пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Иван Николаевич Архипов 342-мĕш стрелковăй дивизин 1146-мĕш стрелковăй полкĕнче пулеметчик пулса çапăçнă. Фронтран йывăр аманса, сылтăм аллисĕр таврăннă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ ултă ача çуратса ỹстернĕ. Архиповсен 13 мăнукпа мăнукĕсен 7 ачи. Вăрçă суранĕсем ĕмĕрĕ тăршшĕпех нушалантарнипе, Иван Николаевичăн кунçулĕ вăрăмах пулмасть, вăтăр икĕ çул каялла вăл çĕре кĕрет. Вера Митрофановнăна вара Турри вăрăм ĕмĕр панă. Иртнĕ кунсенче кăна-ха вăл 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Тав çырăвĕпе чысланă. Иртнĕ эрнекун Н.П.Смирновапа В.М.Архипова ветерансене район администрацийĕн ЗАГС пайĕ хăнана чĕннĕччĕ. Салтак арăмĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Владимир Петьков, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Надежда Федорова, ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Матвеева тата çывăх çыннисем чĕререн саламларĕç, чечек çыххисем парса çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. "Антонина" ташă ушкăнĕ тата Сергей Кудряшов солист тĕлпулăва тата та илемлĕрех те асра юлмалла турĕç.

И.САЛАНДАЕВ.

Автор сăнỹкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика