29 апреля 2015 г.
Паянхи çамрăксем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен пĕлмеççĕ тенипе пĕрре те килĕшес килмест. Аслă ăрури çынсем те пире ỹпкелеме пăхаççĕ: пирĕн халĕ хамăрăн кумирсем имĕш, иртнине аса илесси те çук. Çамрăксен ячĕпе манăн çапла калас килет: тĕрĕс мар çакă. Çĕнтерỹшĕн юн юхтарнă, ăна туптанă çынсене эпир асрах тытатпăр, вĕсен умĕнче пуçăмăрсене таятпăр. Паттăрсем пирĕншĕн мирлĕ тỹпене сыхласа хăварнă. Ан тив, хăшĕсен наградăсем пулман - çавах вĕсем те чăн-чăн паттăрсем. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн сăмахĕсем аса килеççĕ: "Çамрăксен патриотизм туйăмĕ Раççей халăхĕн чун хавалĕпе тачă çыхăннă". Питех те тĕрĕс. Атьăр-ха, туссем, асаттесемпе асанесемпе калаçма, вĕсен асаилĕвĕсене çырса юлма манар мар. Паттăрлăх ĕмĕрлĕхех халăх асĕнче юлмалла. Хаклă ветерансем! Эсир - хăюлăхпа паттăрлăх иксĕлми тĕслĕхĕ. Сире пулах эпир паян мирлĕ тỹпепе, пурнăç илемĕпе савăнатпăр. Тавах сире пуриншĕн те.
И.ПРОХОРОВА.
Асанкасси ялĕ.