Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ветерана - хваттер

29 апреля 2015 г.

Паллах, вĕсем пурте, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çапăçу хирĕсенче эрни-эрнипе окопсемпе траншейăсенчен, çĕрпỹртсенчен тухмасăр, пăшала алăран вĕçертмесĕр çапăçнă паттăрсем, нимĕç фашисчĕсене тĕппипе çапса аркатса тăнăç пурнăçа таврăнса хăтлă çурт-йĕр çавăрма, юхăннă хуçалăха çĕклеме, ача-пăча çуратса йăха тăсма ĕмĕтленнĕ. Нумайăшĕн ĕмĕчĕ чăнлăха çаврăнайман: вăрçă вут-çулăмĕнчен тухайман, "эпĕ чĕрĕ-сывă таврăнтăм!" тесе тăванĕсене савăнтарайман. Аслă Çĕнтерĕве туптанисен - чĕррисен тата пуç хунисен - умĕнче эпир кашниех татма çук пысăк парăмра. Чĕрĕ юлнă тата халĕ пурăнакан çĕнтерỹçĕсене патшалăх çĕршывăн никама пăхăнманлăхне упраса хăварнăшăн тав туса вĕсене пур енлĕн пулăшма тăрăшать. Чăваш Енре, акă, сăмахран, 2010 çултанпа 5538 фронтовика, вăл шутран - 1324 вăрçă инвалидне, пурнăç условийĕсене лайăхлатма тĕрев панă. Çак тĕллевпе федераци хыснинчен тата республика бюджетĕнчен уйăрнă 5,27 млрд тенкĕпе усă курнă. - Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2008 çулхи май уйăхĕнчи "Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен" хушăвĕпе килĕшỹллĕн хваттер туянма е çурт-йĕр хăпартма укçа-тенкĕпе тивĕçтересси кал-кал пулса пырать, - пĕлтерчĕ пирĕн корреспондента ЧР вице-премьерĕ - строительство министрĕ Олег Марков. - Кăçалхи çулăн пĕрремĕш кварталĕнче кăна çак хисеп 1086,552 пин тенкĕне çитрĕ. Олег Иванович пĕлтернĕ тăрăх - асăннă тĕллевпе федераци бюджетĕнчен кăçал республикăна 213,1 млн тенкĕлĕх субвенци куçнă. Çавна май асăннă категорири 190 çын кĕçех çĕнĕ хваттерлĕ пулĕ. 2015 çулăн пĕрремĕш кварталĕнче, акă, 130 свидетельство панă, вĕсенчен 9-шĕ - вăрçăра пуç хунă паттăрăн çемйинчи çын. Апрель уйăхĕ вĕçлениччен тепĕр 60 çын свидетельство хуçи пулса тăрĕ. 17-шĕ хăй ăçта пурăнма кăмăл тунине палăртнă ĕнтĕ. Министерство вĕсен ячĕпе субсиди укçине куçарма документсем хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика