Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрах ураллă председатель

29 апреля 2015 г.

ИВАН Абрамович Елисеева хăй çуралса ỹснĕ Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăнта пурăнакансем çеç мар, районти ватăрах çынсем те лайăх астăваççĕ-ха. Таса чĕреллĕ, ĕçшĕн чунтан çунакан хисеплĕ çын çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Иван Абрамович - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕ, фронтран килне хăрах урапа таврăннă. Хăйĕн йывăр та пархатарлă пурнăçĕ çинчен асаилỹ çырса хăварнă. Паян эпир çак асаилĕве кĕскетсе пичетлетпĕр.

1. Асаплă вăрçă çулĕсем ...

1937 ÇУЛХИ август уйăхĕнчен пуçласа 1938 çулхи августчен эпĕ комсомолăн Патăрьел райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçлерĕм. Октябрь уйăхĕнче Хĕрлĕ Çар ретне тăтăм. Çар служби Молдавире, Днестр шывĕ хĕрринче вырнаçнă Рыбницкий укрепрайонта иртрĕ. Унтах полк шкулĕнче вĕрентĕм, укрепрайонти çар чаçĕнчи комсомол организацийĕн ответлă секретарьне суйларĕç. 1939 çулхи декабрь уйăхĕнче Одесса хулинчи çар политикин училищине вĕренме ячĕç. Пĕр çул вĕреннĕ хыççăн Прут шывĕ хĕрринчи Кагул хулинче вырнаçнă Чапаев ячĕллĕ дивизие политрук пулса ĕçлеме куçарчĕç. Вара эпĕ çак дивизире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланичченех службăра тăтăм. ...Вăрçа, лару-тăрăва тĕплĕн пĕлмесĕрех, малтанхи минутсенчех кĕрсе кайрăмăр. Бомбăсем ỹкеççĕ, çĕр çунать, куç тулли тĕтĕм йăсăрланать. Çĕршыв чиккине хỹтĕлесе манăн нумай юлташ çап-çамрăклах вилчĕ. Кагул хулине хỹтĕленĕ чухне эпĕ йывăр аманнă, икĕ талăк хушши тăна çухатса хăмăш ăшĕнче выртнăскере, мана хамăр санитарсем шыраса тупнă. Çар госпитальне вырнаçтарнă. Июлĕн 3-мĕшĕнче Одессăри еврейсен больницине хунă. Унта çитнĕ çĕре эпĕ хуртланнăччĕ, хам тăрăх шурă хуртсем хăпаратчĕç, тухтăрсем те вилет тесе шутланă. Суран йывăрланса, хамăн вăй пĕтсе пычĕ. Тăшман хăвăрт тапăнса пынине пула, аманнă салтаксемпе офицерсене госпитальтен госпитале куçарчĕç. Эпĕ 8 госпитальте пулнă хыççăн Нальчик хулине çитрĕм. Газовăй гангрена пуçланнине кура, çар тухтăрĕсем ман урана касса татаççĕ.

2. Район хаçачĕн редакторĕн тĕслĕхĕпе

 УРАНА каснă хыççăн манăн пĕтĕм ĕмĕтĕм татăлчĕ, хама хам çын вырăнне те хума пăрахрăм. Кама кирлĕ çын эпĕ халĕ, хăрах ураллă инвалид? Арçын пулин те, куçран куççуль юхатчĕ. Вăрçăччен эпĕ ялти чи маттур ташăçăччĕ вĕт-ха, вăйăсенче манран вăйлăрах ташлакансем те сахалччĕ. Халĕ ак - урасăр... Çапах та хăшĕ-пĕри пек хам çине алă хумарăм, шанчăка çухатмарăм. Тăван ялăма, юратнă мăшăрăма, ывăлпа хĕрĕме аса илтĕм... Тата мана паттăр çын сăнарĕ вăй-халпа чăтăмлăх парса тăчĕ: хам Патăрьел районĕнче вăй хунă вăхăтра "Паянхи сас" хаçатра М.А.Соколов хушаматлă çын редакторта ĕçлетчĕ. Питĕ хаваслă, тỹрĕ чунлă çынччĕ вăл. Эпĕ, Соколовран тĕслĕх илсе, пурăнма, Тăван çĕршывшăн чун-чĕререн тăрăшса ĕçлеме хамăн ăшра тупа турăм.

3. Яла таврăнсан...

1942 ÇУЛХи июлĕн 17-мĕшĕнче калама çук йывăр хуйха йăтса яла таврăнтăм. Виçĕ кун иртсен партин Шăмăршă районне кайрăм. Пĕрремĕш секретарь - унччен Патăрьел районĕнче пĕрле ĕçленĕ Александр Сивкин - мана çав тери ăшшăн кĕтсе илчĕ. Вăл мана тỹрех ĕç сĕнчĕ: учет пайĕн заведующийĕ пулса тăтăм. Анчах манăн райкомра нумай ĕçлеме тивмерĕ. 1942 çулхи ноябрь уйăхĕнче обкомран çыру килчĕ. Унта çаплă çырнăччĕ: фронтран аманса таврăннисене колхоз председателĕ пулса ĕçлеме ямалла. Кам килĕшмест - партирен кăлармалла. Юхăннă колхоз председателĕ пулма суйласа илнĕ çынсене райкома пуçтарчĕç. Вĕсен хушшинче эпĕ - хăрах ураллăскер. Паллах, председатель пулма килĕшмерĕм. Мана парти ретĕнчен кăларчĕç. Апелляци çырнă хыççăн мана ỹкĕтле-ỹкĕтле колхоз председателĕ пулса ĕçлеме "чышрĕç". Вăрçа пула колхоз питĕ юхăннăччĕ. Çапах та халăхпа пĕр чĕлхе тупма пултартăм. Ытти хăш-пĕр колхозсем пек çĕрсене акмасăр хăвармарăмăр. 1943 çулхи çуркунне лашапа Шăхасан районне вăрлăх шырама тухса кайрăм. Канашран вăрлăха лашасемпе турттарса килсе çураки ирттертĕмĕр. Выльăхсене те çаран çине йĕркеллех кăлартăмăр. Кĕрхи тырăсем малтан юр айĕнчен аванах тухрĕç, анчах кайран шăнса сарăхса кайрĕç. Ыраш вуçех пĕтрĕ. Çуртрисем çинче çеç шанăçчĕ. Йывăрлăхсем çинчен çырса кăтартма та вăй çитмест. Çапах та йывăрлăхсене парăнмарăмăр, ял халăхĕ чăн-чăн паттăрлăх кăтартса ĕçленипе патшалăх планĕсемпе заданийĕсене те чыслăн пурнăçларăмăр.

Ют ялта - каллех председатель

1950-1954 ÇУЛСЕНЧЕ парти райкомĕ янипе Пăчăрлă Пашьелĕнчи Калинин ячĕллĕ колхоз председателĕнче ĕçлерĕм. Колхоз правленийĕ тимĕрçĕ лаççинче вырнаçнăччĕ. Фермăра выльăх-чĕрлĕх питĕ сахал. Икĕ хура ĕне пур, анчах пĕрин икĕ чĕччи те типнĕ. Пилĕк пушмак пăру, çирĕм çичĕ сурăх, пĕр качака таки, виçĕ сысна ами. Чăх витинче çирĕм сакăр чăх, вĕсем те ватă. Лашасем сахал пулнипе вăкăрсене кỹлеттĕмĕр. Хирти ĕçсем те юхăннăччĕ, çумкурăк (шур ути) ашкăрса кайнăччĕ. Çапах та алла усмарăмăр, лайăх вăрлăхпа акса, çĕре çемçетсе хир тухăçлăхне ỹстерме тăрăшрăмăр. 1951 çулта йывăç шакмакĕпе ĕçлекен газогенераторлă икĕ ЗИС машина илсе килчĕç. Экономика тĕлĕшĕнчен вăйсăр колхоз тесе, иккĕшне те пире пачĕç. Çак машинăсем колхоза пысăк пулăшу кỹчĕç. Пашьел çыннисем, халăхпа пĕр чĕлхе тупсан, питĕ ĕçчен. Вĕсем тăрăшуллă пулни çакăнтан та курăнать: Пăчăрлă çырмине икĕ эрне хушшинче пĕвелесе кунĕн-çĕрĕн авăракан шыв арманĕ туса лартрĕç. Çапла вара халăх ал арманĕнчен хăтăлчĕ. Эпĕ председательте ĕçленĕ çулсенче лашасен шутне пилĕк хут, ĕнесен йышне вăтăр пилĕк хут ỹстертĕмĕр. Сысна амисене 25 пуçа çитертĕмĕр. 200 пуçа яхăн сыснапа 250 пуç ытла сурăх усрама тытăнтăмăр. Мăнтарăн качака такине пусса ашне хирте ĕçлекен механизаторсене çитертĕмĕр. Шăмăршă районĕнчен пирвайхи хут республика шайне тивĕçнĕ Мария Тайрукова доярка Шупашкартан хисеплĕ парнепе таврăнчĕ. Колхозниксене ĕç кунĕ çырнисĕр пуçне тырă уйăрса патăмăр. Çынсем тата та тăрăшарах ĕçлеме пуçларĕç. Ермолаевсене, Симендеевсене, Можаевсене, Сандрейкинсене, Кудряшовсене, Анисимовсене, Матвеевсене уйрăмах палăртас килет. ...Сывлăх япăхланнипе (ура тĕпĕ хытă суратчĕ) хама колхоз председателĕнчен кăларма тархасласах ыйтрăм. Колхозниксем ман ыйтăва тивĕçтермерĕç. Иккĕмĕш хут пуху пухсан тин ман асапа ăнланчĕç. Парти райкомĕн секретарĕ Валентина Атлашева мана ĕçре юлма ỹкĕтлерĕ пулин те "сывлăх хаклăрах" терĕм. Ун хыççăн 10 çула яхăн Карапай Шăмăршă ял Совечĕн председателĕнче, ытти ответлă вырăнсенче ĕçлерĕм. Нихăçан та ятăма яман, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕç çинчен манман. ...Иван Абрамович Елисеевăн асаилĕвĕ 16 страницăран тăрать, ку вăл - район историйĕпе çыхăннă хаклă документ. Çак асаилỹ район çыннисен вăрçă çулĕсенчи тата мирлĕ ĕçри паттăрлăхĕпе чуна хумхантармалла паллаштарать. Михаил Лермонтов поэт сăмахĕпе каласан: "Да, были люди в наше время..." Хăрах ураллă Иван Елисеев председатель юланутпа ылтăн тырă кашлакан анлă хир хĕрринче тăнине шухăшпа куç умне кỹрсе тăрататăп та, ăна тата та ытларах хисеплес килет.

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика