Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Рубцовсене ял-йыш манмасть

29 апреля 2015 г.

Вырăс Чукал ялĕнчи Рубцовсен çемйинчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине ултă ывăл тухса кайнă. Иккĕшĕ - Федорпа Иван - Сталинград патĕнчи пĕр хаяр çапăçуран тухайман, вĕсене хыпарсăр çухалнисен списокне кĕртнĕ. Виççĕшĕ - Андрей, Михаил тата Петр - тăшманпа паттăррăн çапăçса вилнĕ. Улттăмĕш ывăлĕ - Степан - вăрçăран йывăр аманса, хăрах алăпа таврăннă. Степан Рубцова çапăçури паттăрлăхшăн Тăван çĕршыв II тата III степень Мухтав орденĕпе, медальсемпе наградăланă. Мĕн виличченех вăл тăван колхозра тăрăшса ĕçленĕ. ...Чукал ялне пырса кĕнĕ çĕрте Аслă вăрçăран таврăнайман ял-йыша асăнса лартнă палăк ларать. Кунта пĕртăван Рубцовсен ячĕсем те пур. Вĕсене халăх манмасть, паттăрсен ячĕсем - вилĕмсĕр.

Н.БЕЗРУКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика