Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăматкун каçхине, кĕмĕл уйăх тухсан…

30 апреля 2015 г.

Çамрăксен канăвне усăллă йĕркелес ыйту ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсене те, культура учрежденийĕсенче вăй хуракансене те хытă шухăшлаттарать. Концерт е спектакль хатĕрлеме пĕрре те çăмăл мар: илемлĕ пултарулăх коллективĕсенче паян ытларахăшĕ - пенси çулне çывхарса пыракан çынсем. Культурăра ĕçлекенсем çамрăксем тĕрлĕ мероприятисене хутшăнасшăн пулманни çинчен пăшăрханса калаçаççĕ.«Ялта кичем, ниçта йĕркеллĕ канма çук»,- теççĕ хăйсем. Кам туса памалла-ха вĕсене чаплă канăва? Хăйсем тăрăшмасан, кам йĕркелесе парĕ кану каçĕсене?Аслăрах çулхи çынсем çакна лайăх астăваççĕ: ĕлĕкрех çамрăксем чылай хастартарахчĕ, юрласа-ташласа хăйсен пултарулăхне кăтартас шухăшлисем йышлăччĕ. Уйрăмах шăматкун каçхине ялти клуб кĕрлесе çеç тăратчĕ, клуб умĕнче те купăс сасси янăратчĕ. Паян илемлĕ пултарулăх коллективĕнче тăракансенчен нумайăшĕ çамрăк чухне юрланă юрăсене манман, вĕсем концертсене хастар хутшăнса ял илемне çĕклеççĕ.Ăçта ирттереççĕ-ха паянхи çамрăксем пушă вăхăта? Шел те, хăшĕ-пĕри юрласа-ташласа мар, эрех-сăмакун черкки умĕнче «лайăх» канать. Инçете кайса ĕçлесе килекен çамрăксен йышĕнче те ĕçкĕпе иртĕхекенсем тупăнаççĕ. Вĕсене концерт та, купăс-гитара сасси те илĕртмест - ĕçсе пултăр! Çав çынсемех пухусенче: «ялта кичем, ниçта йĕркеллĕ канма çук»,- тесе кăшкăрашаççĕ.Атьăр-ха, çамрăксем, ялта кичем ан пултăр тесе хамăр тăрăшар, унчченхи пек вокалпа инструмент ансамблĕсем, юрăпа ташă кружокĕсем йĕркелесе ярар. Ялти купăсçăсем паян пурте тенĕ пекех пенси çулĕнчи çынсем вĕт-ха, кам улăштарĕ вĕсене? Кун пирки Чукалти Захар Савельев, Карапай Шăмăршăри Виталий Столяров, Шăмăршăри Виталий Рябов купăсçăсем чунтан пăшăрханнине пĕлтерчĕç....Манман-и, тус-юлташăм, кĕмĕл уйăхлă илемлĕ каçсенче ялта купăс сасси янăранине, çамрăксен шăнкăрав пек çепĕç те илĕртỹллĕ сасси чун-чĕрене тыткăнланине?Хальлĕхе манман пуль те-ха, тен, манăпăр та-и...

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика