Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килти хуçалăх

30 апреля 2015 г.

Тĕрĕс суйлăр

СЫСНА çурине туяннă чухне çакна шута илмелле: енчен эсир аш ытларах, сали сахалрах виçеллĕ сысна ỹстерес тетĕр пулсан шăммисем çирĕп аталаннă, вăрăм ураллă çура туянăр. Салăллă аш ытларах илес тесен кĕске пакăлчаклă, лутра ураллă çура туянмалла.Çакна асра тытăр: сывă çуран хỹри яланах типĕ, таса, ункă пек авăнса тăрать.

Ытлашши тăвар сиенлĕ

ЫТЛАШШИ тăвар сыснашăн сиенлĕ. Выльăхăн кашни килограмм йывăрăшĕ пуçне тăвар виçи пĕр грамм лекет пулсан ытлашши шутланать. Калăпăр, сыснан чĕрĕ виçи 60 килограмм, ăна лекекен тăвар виçи 60 грамм пулсан выльăх аптрама пултарать. Кун пек чухне сыснана шыв сахал парсан наркăмăшланни уйрăмах палăрать.

Çу виçине ỹстерме

СĔТРИ çу виçи мĕнрен килет? Ĕне ăратĕнчен, ăна мĕнле пăхса усранинчен, тăрантарнинчен, çавăн пекех çулталăкăн хăш вăхăчĕ пулнинчен те. Çулла ĕнен сĕтри çу виçине ỹстермелли май ытларах. Сăмахран, рационра мĕн чухлĕ белок нумайрах, сĕтре çу виçи çавăн чухлĕ пысăкрах.Ĕнене концентрат, люцерна, пăрçа йышши ытти культурăпа тăрантарни çу хисепне ỹстерет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика