30 апреля 2015 г.
Тури Чаткасри Х. çĕрле хăйĕн «Жигулийĕпе» çула тухнă. Урамра ăна Патирек çамрăкĕсем чарăнма ыйтнă. Водитель хирĕçлемен - автомашина чарăнсанах икĕ йĕкĕт вăр-вар салона кĕрсе ларнă. Кун хыççăн «Жигули» пысăк хăвăртлăхпа малалла - Шăмăршă еннелле вĕçтернĕ.Райцентрта çамрăксем нумай тытăнса тăман - автозаправкăра автомашина бакне кирлĕ чухлĕ бензин янă хыççăн вĕсем каялла килме тухнă.Тỹрех каламалла: çур çĕр иртнĕ пулсан та руль умĕнчи çирĕм çиччĕри йĕкĕт çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнман, хăвăртлăх йĕркине асра тытман. Салонра, хăйсĕр пуçне, икĕ çын ларнине, вăл вĕсен пурнăçĕшĕн тата сывлăхĕшĕн те яваплă пулнине шута хуман çав Тури Чаткас водителĕ. Руле йĕркеллĕ тытса пырайманнине пула, Патиреке пăрăнса кĕрсен автомашина çул айккинелле вирхĕннĕ, йывăçа пырса тăрăннă. Çак аварире водительпе юнашар ларса пынă Патирек çамрăкĕ йывăр суранланнă. Паллах, автомашина та юрăхсăра тухнă.Çул-йĕр правилисене пăхăнманнине пула тунă аварире çын йывăр аманнă май, РФ УКĕн 264 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн, Х. пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Çак аварипе çыхăннă следстви материалĕсене тарăннăн тĕпчесе суда тăратнă. Нумаях пулмасть Патăрьелĕнчи суд йышăнăвĕпе çамрăк водителе 6 уйăхлăха условнăй майпа айăпланă.
А.МАНДРЮКОВ,
полицин районти уйрăмĕн аслă следователĕ.