08 мая 2015 г.
2015 çулхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне Шăмăршă районĕн кăçалхи пĕрлештернĕ (консолидированный) бюджечĕ тупăшсем енĕпе 88122,0 пин тенкĕ (çулталăк планĕн 36,1%), тăкаксем енĕпе 79857,0 пин тенкĕ (32,5%) чухлĕ пурнăçланнă. Хамăрăн тупăшсем (налуксем тата налуксем мар тупăшсем) бюджета 13016,0 пин тенкĕ (2014 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан - 97,8%) пырса кĕнĕ.