08 мая 2015 г.
Илья Николаевич Павлов капитан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕнче ỹснĕ. Вăрçă пуçланнă чух вăл 18 çулта пулнă. Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнă та, хăйĕн тахçанхи ĕмĕтне - Хĕрлĕ Çар командирĕ пулассине пурнăçа кĕртес шутпа, тỹрех С. хулинчи артиллерипе миномет училищине кайса кĕнĕ. Анчах нумай вĕренме тỹр килмен: вăрçă пуçланнă...Пĕр ирхине училище начальникĕ пур курсантсене те строя тăратнă. - Кам хăйĕн ирĕкĕпе фронта кайма килĕшет? - тесе ыйтнă вăл. Курсантсем пурте пĕр харăсах ал тăратнă. Вара начальник 60 курсанта суйласа илнĕ. Вăл шутра Шăмăршă районĕнчи Пуянкасси йĕкĕчĕ Илья Павлов та пулнă... Икĕ эрнерен вăл фронта çитнĕ. Смоленск тăрăхĕнчи калама çук йывăр çапăçусене лекнĕ. Хĕрлĕ Çар ун чух чакнă-ха, анчах совет çĕрĕн кашни метрĕ тăш- маншăн питĕ хакла ларнă, вăл хăйĕн салтакĕсен виллисем урлă çеç малалла шума пултарнă. Калама та çук хыттăн хирĕç тăнă пирĕн боецсем. Илья Павловăн подразделенийĕ, сăмахран, пĕр çапăçурах тăшманăн 48 танкне чарса лартнă - хăшне çĕмĕрнĕ, хăшне çунтарса янă. Унтан, пĕтĕмпе те вунпĕр çын юлсан та, пĕр рубежра гитлеровецсен батальонне икĕ талăк хушши малалла кайма паман. - Питĕ хаяррăн çапăçрăмăр çав, - тет Илья Николаевич.- Боеприпассем пĕтрĕç, ахаллĕн пулсан татах чакмастăмăр... Унтан вăл тăшман ункинче пулнă. Хăй çамрăк пулин те, унăн ун чухне нимĕнле командир званийĕ пулман пулин те, вăл хамăр боецсен чылай пысăк ушкăнне ункăран илсе тухма пултарнă. Фронт линийĕ патнелле çывхарнă май унăн ушкăнĕ темиçе хутчен те засадăсем тăва-тăва тăшман салтакĕсене сахал мар пĕтернĕ. Каллех хамăрăннисем патне çитсе тухсан, ăна кĕçĕн лейтенантсен курсне вĕренме яраççĕ. Виçĕ уйăхран вăл миномет взвочĕн командирĕ пулса тăрать. Фашистсене Мускав патĕнчен каялла хăвалать. Уварово станцийĕ таврашĕнче хăйĕн взвочĕпе кĕрсе кайса икĕ яла гитлеровецсенчен тасатать. Унтан Гжатск тăрăхĕнчи хаяр çапăçусем вăхăтĕнче (унта фашистсем питĕ вăйлă укрепленисем тунă пулнă) кунĕ-кунĕпе йывăç тăрринче ларса, хăйĕн взводне ăçтарах пемеллине кăтартнă - корректировщик пулнă ĕнтĕ. Фашист салтакĕсене Павлов минометчикĕсем нумай «шĕкĕлченĕ» ун чух! Çакăн хыççăн ăна татах кĕске вăхăтлăха вĕренме яраççĕ. Вăл унтан тỹрех аслă лейтенант пулса таврăнать. ...1942 çул. Август. Хĕвеланăç фронтĕнче эпир тăшманăн оборонине 105 км сарлакăш татса, гитлеровецсене çĕмĕрсе кĕрсе каятпăр. Çак çапăçусенче Илья Павлов хăй нимрен хăраман, хăюллă та паттăр командир пулнине пит те лайăх кăтартрĕ. Ун чухне вăл полк штабĕн начальникĕччĕ ĕнтĕ. Пĕрмаях поразделенисен умĕнче пулса, вăл темиçе яла тăшманран тасатать. Пĕррехинче танк десанчĕпе кĕрсе каять, хăй темиçе тăшман салтакне пĕтерсе хурать. Тепрехинче, темиçе боецпа пĕрле, тăшман аллинчи яла юланутсемпе кĕрсе каять те, тăш- ман йăвинче ним майсăр паника туса хурать, çав вăхăт- ра пирĕн пехота яла пур енчен те хупăрласа илет... Анчах вăрçăра час та часах кĕтмен япаласем пулаççĕ. Çав кунсенче, пĕрмай малтан мала пырса, под- разделенисем сасартăк тăшман ункине лекнĕ. Фашистсем халь ĕнтĕ пирĕннисене пĕр çын юлмиччен пĕтерсе тăкма шутланă, анчах совет боецĕсене пурĕпĕр çĕнеймен вĕсем. Тăшманăн пур атакисене те пирĕн боецсем çапа-çапа аркатнă. Пĕр кунĕнче фашистсем тăхăр хутчен атакăланă, юлашкийĕ - «психика атаки» пулнă. Шăпах пĕр батальон командирне амантнă та ун чух, Павловăн çав батальон пуçне тăма тивнĕ. Малтан гитлеровецсем 30 танк янă. Пирĕн боецсем вĕсенчен çурине яхăн çĕмĕрсе, çунтарса ярсан, юлашкийĕсем каялла тарнă. Унтан тăшманăн 40 бомбардировщикĕ вĕçсе çитнĕ, вĕсем бомба пăрахман вырăн та хăварман, анчах тарăн траншейăсене кĕрсе ларнă батальона нимех те тăвайман. Юлашкинчен вара, совет боецĕсем пуçĕпех пĕтрĕç пулĕ тесе, гитлеровецсен батальонĕ ним пĕшкĕнмесĕрех, çаннисене тавăрса, кăшкăрса, шăхăрса çывхарма тытăннă. Фашистсем пурте ỹсĕр пулнă... Павлов хăйĕн боецĕсене пеме хушман. Вĕсене вăл питĕ лайăх хатĕрленсе тăма çеç хушнă. Акă, тăшмансем 200 метр таран çывхарнă. Унтан 150, 100...80-70 метра çитнĕ. Тăшман салтакĕсен сăнĕсем те, вĕсем ỹсĕрри те лайăх курăннă халь. - Огонь! - тинех команда панă Павлов. Çав самантрах пур пулеметсем те, автоматсем те, винтовкăсем те шатăртатма тытăннă... Темиçе минутран чĕррĕн юлнă фашистсем упалене-упалене тарнă. Пирĕн окопсем умĕнче 200 ытла фашист вилли выртса юлнă. Çак çапăçура Павлова хытă амантнă (ку унăн тăваттăмĕш суранĕ пулнă), анчах вăл вырăнтах юлнă, батальона çапăçу пĕтичченех ертсе пынă. Темиçе кунтан унăн кăкăрĕ çинче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ йăлтăр- татнă. Иртнĕ хĕллехи çапăçусенче те вăл питĕ хастарлă та хăюллă пулнă. Пĕрре вунă кун хушши таттисĕр пынă наступлени вăхăтĕнче вĕсен подразделенийĕ çирĕм яла тăшманран тасатрĕ. Хĕллех ăна, 20 çулхи чăваш каччине, капитан званине пачĕç. Çавăн пек ĕнтĕ пирĕн чаçри чăвашсенчен пĕри, пултаруллă командир.
Леонид АГАКОВ.
(Хĕрлĕ армеецсен «Советский патриот» хаçатĕнчен). 1943 ç.