Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăçмаççĕ çав çулсем, тăванăм

08 мая 2015 г.

Манăçмаççĕ çав çулсем, тăванăм

  Вăрçă  кỹрекен хуйха, çухатăва Палтиелĕнче пурăнакан 78-ти Е.Н.Бочурова (Нягина) пĕчĕклех чĕре витĕр кăларнă. 39 çул «Ленинская искра» («Мир») хуçалăхăн уй-хир бригадинче вăй хурса ят-сум илнĕ хĕрарăм ачалăхри йывăр самантсене куççульсĕр аса илеймест.Аслă Аттелĕх вăрçи пуçланнă çул Елена Николаевна тăваттăра çеç пулнă. Çапах та кил-йышĕ çине вышкайсăр пысăк асап тиеннине туйма пултарнах. Нягинсен çемйинчен кил хуçипе икĕ ывăлĕ ылханлă вăрçа хутшăннă. Николай Иванович - Елена Николаевна ашшĕ - фронтран (шел, вăл ăçтарах, кам пулса çапăçни çинчен каланине хĕр астуса юлайман) аманса таврăнсан нумаях пурăнайман. Халăх асĕнче юлмалăх пархатарлăх кăтартнă вăл. Санькка ывăлĕ, Елюкăн тетĕшĕ, вăрçа салтак службинченех лекнĕ. Фронта кайиччен ăна, юлташĕсемпе пĕрле, Канашра тăратнă. Паллах, çамрăксене çар ĕçне тĕплĕнрех хăнăхтарнă. Пĕрре, Нягинсен роти çуран чупнине Палтиел çынни курнă, Саньккана палласа илнĕ. Килне таврăнсан Николай Ивановичпа мăшăрне - Агафия Васильевнăна çапла каласа панă: «Канашра çăпаталлă салтаксем чупнине куртăм. Вĕсем хушшинче сирĕн Саньккана палласа илтĕм. Уринчи çăпати çĕтĕлсе-таткаланса пĕтнĕ...Ах, шеллерĕм те...» Мăшăрсен чĕрине çак сăмах ат пăри пек шăтарнă. Чун панă тĕпренчĕкĕ çеç мар, салтак тумĕллĕ çамрăксен ушкăнĕ те вĕсен куçĕ умне çĕтĕк çăпаталлă тухса тăнă. Иккĕшĕ те, пĕр тăхтамасăр, çăпата хуçма пикеннĕ. Темиçе талăкра, урана сырмалласкерсене пĕр михĕлĕх хатĕрленĕ. Амăшĕ ыраш çăнăхĕнчен çăкăр пĕçернĕ. Вара Николай Иванович, суранĕсене пăхмасăр, çуранах Канаш хулине хускалнă. Паллах, ывăлне те, ун юлташĕсене те чи хаклă апатпа сăйлама, вĕр çĕнĕ çăпата парнелеме ĕлкĕрнĕ вăл. Анчах салтак ашшĕ, инçе çулта ĕшеннĕскер, пăшăхнăскер, сулхăн çанталăкра сивĕ шыв ĕçсе хĕне кайнă. Каялла аран çаврăнса çитнĕ. Ураран ỹк- нĕ. Нумай та пурăнайман... Санькка тетĕшне салтака ăсатнине лайăх астăвать Елена Николаевна. Килтен тухса кайнă чух йăмăкĕсене çỹ- лелле çĕклесе «Пысăкка пулăр!» - тесе хăварнă. Вăл вăрçăран таврăннине паянхи пекех астăвать Елена Николаевна. «Санькка тетемĕр хамăр урама пырса кĕнине эпир, Нина йăмăкпа иксĕмĕр, аякранах асăрхарăмăр, Ăна хирĕç сиккипе вĕçтертĕмĕр. Калама çук хытă хĕпĕртенĕ çав: хамăр кăшкăратпăр, алăсемпе сулкалашатпăр. Салтак вара... икĕ костыльпе, хăрах урине сĕтĕрсе пырать. Çывăх çыннăмăр пире костылĕ-мĕнĕпех ыталаса илчĕ. Хăй пĕр вĕçĕмсĕр куçĕнчи йăлтăркка тумламсене шăлать...» Александр Нягина Шăмăршă больницине сипленме хунă. Пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пĕчĕккĕн утма пуçлать. Каярах çемье те çавăрнă вăл. Елюк асĕнче тỹрĕ кăмăллă, ĕçчен çын пек тăрса юлнă. Елена Николаевнăн Ваççа тетĕшĕ çирĕмрех вăрçă тамăкне лекнĕ. Çыру хыççăн çыру илнĕ унран çемье. Вĕсенчен Василий разведчик пулнине, «чĕлхе» тытма çỹренине пĕлнĕ. Çар дисциплини çирĕп пулни çинчен яланах хыпарланă салтак. Юлашкинчен...«похоронка» çитнĕ. «Почтальон хурлăхлă çырăва тыттарсан аннемĕр тỹрех урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ, - аса илет пенсионерка. Анне шавах: «Вăрçă пĕтесси те нумай юлман-çке, нивушлĕ пирĕн Ваççана чĕрĕ юлма пỹрмен-шим...» - тесе йĕретчĕ». Василий Нягин юлашки çапăçăва Украинăра хутшăннă иккен. XX ĕмĕрĕн 70-çулĕсенче Нягинсем хĕрлĕ йĕрлевçĕсенчен çыру илнĕ. Унта Украинăри Ивано-Франково облаçĕнчи Косовщина ялне ирĕке кăларнă чух чăваш каччи вилни пирки пĕлтернĕ. Ăна ял çывăхне пытарни, вил тăпри çине палăк лартни, Василий Нягин ятне ылтăн саспаллисемпе çырса хуни çинчен хыпарланă. ...Фашистла Германие Совет Союзĕ çĕнтернĕренпе 70 çул çитрĕ. Çак вăхăт вăрçă хăварнă асаплă аса илỹсене асран кăлармалла пек. Çук çав... Аслă Аттелĕх вăрçи кỹнĕ таврăнми çухату, терт-асап, вĕç-хĕррисĕр куççуль, ĕмĕр тỹрленми суран пек, этемлĕхĕн асне йĕрленсе юлнă. Çитĕннишĕн те, ачашăн та йывăр ку асаилỹсем...

З.СВЕКЛОВА,

Палтиел ялĕ. 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика