Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă çулĕсем - Ярăслав ялĕнче

08 мая 2015 г.

1941 ÇУЛХИ октябрь уйăхĕнчен пуçласа ялти ĕçлеме пултаракан 53 çынна (14 çултисене те хăварман) Улатăр патне окопсем чавма илсе кайнă. Нумайăшĕ йывăр ĕçре асапланса чире кайнă, ал-урине тăм илтернĕ. Улатăр патĕнче окоп чавса таврăнсанах ял çыннисене Тутар республикине кĕрекен Пăва станцийĕ урлă Ульяновск хулипе çыхăнтаракан чукун çул тунă çĕре илсе кайрĕç. Вăрçăран яла аманнă салтаксем таврăнма пуçларĕç. Вĕсем колхоз ĕçне кỹлĕнчĕç. Николай Ефимов 1 бригада бригадирĕнче ĕçлерĕ, вăл чире кайсан çак ĕçе хăрах алăллă Федор Куропаткин хăй çине илчĕ. Петр Фомин, хăрах алăллă инвалид, ял çамрăкĕсене явăçтарса çил арманне хута яма пултарчĕ. 1942 çулта ял çумĕнчи улăхра икĕ гектар купăста, аллă сотăй хăяр, çавăн чухлех кишĕр акнăччĕ. Пахчари ĕçсене вăрçăран аманса таврăннă Иван Фомин йĕркелесе пыратчĕ. Ĕнерхи фронтовиксем - Петр Морозов библиотекарьте, Михаил Либишев тимĕрçĕре, Александр Саманин счетоводра, Алексей Урмаев ял Совет председателĕнче, Николай Романов хир хуралçинче, Василий Морозов сутуçăра, Матвей Осипов колхоз председателĕнче ĕçлерĕç. 1944 çулта колхозра выльăх апачĕ пĕтнипе йĕтем тăрринчи, кĕлет çийĕнчи улăма выльăхсене çитерсе ятăмăр. Ака вăхăчĕ çитсен, çапах та, лашасене вĕренпе йăтса тăратса та пулин хире ĕçлеме илсе тухрăмăр. Лашасем утайми пулсан хĕрарăмсемпе ачасем сухапуçне кỹлĕнетчĕç. 1945 çулхи çуракине пысăк хавхаланупа, савăнăçпа ирттертĕмĕр. Çав çулхине акана апрелĕн 20-мĕшĕнче тухрăмăр. Пирĕн бригадăран хире 5 плуг, 4 сỹре тухрĕ. МТС газогенераторлă трактор уйăрса пачĕ. Трактора ĕçлеттерме шакмак хатĕрлес тесе, тиха витине ишме тиврĕ. Ватти-вĕтти шакмак хатĕрлерĕ. Вăкăрсемпе те кунне 800 сотăй таран сухалама пултартăмăр. Ватăраххисем алăпа тырă акрĕç, эпир, ачасем, вăкăрсемпе сỹрелесе тăраттăмăр. Çĕнтерỹ кунĕччен çуракине йĕркеллĕ вĕçлени çинчен района рапортларăмăр.

(А.Н.КУРОПАТКИН асаилĕвĕнчен).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика