Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вутпа ĕннĕ, куççульпе йĕпеннĕ çырусем

08 мая 2015 г.

Вутпа ĕннĕ, куççульпе йĕпеннĕ çырусем

Аслă  Çĕнтерỹ 70 çул тултариччен пĕр кун юлчĕ. Паян Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсем питех те сахал. Вăрçă ачисен йышĕ те çулсерен чакса пырать. Мĕн каламалли: 1941 çулта çуралнисем те халĕ çитмĕл тăваттăра вĕт-ха.Çĕнтерỹ çăмăллăн килмен, пирĕн çĕршыв калама çук йывăр çухатусем тỹснĕ. Миллионшар салтакпа офицер çап-çамрăкла ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Вĕсенчен кашниех камăн та пулсан ывăлĕ, ашшĕ, çывăх тăванĕ пулнă вĕт-ха. Хăшĕсем хăйсен ывăлĕ е хĕрĕ çуралнине те пĕлеймен, вĕсене курмасăрах пурнăçран уйрăлса кайнă. Теприсем вара мĕн виличченех кăкăр умĕнчи кĕсйинче хăйсен ачисен сăнỹкерчĕкне упранă. Килтисем вара кĕтнĕ те кĕтнĕ, салтак тăпри хăш вырăнта пулнине те пĕлеймен. Фронтран килнĕ виç кĕтеслĕ çырусем çеç салтак чĕрĕ пулнине, тăшманпа çапăçнине ĕнентерсе тăнă. Вăрçă вăхăтĕнче ялти çуртсенче ахаль радио та пулман вĕт-ха. Çакăн пек çырусем пирĕн çемьере те упранаççĕ. Вĕсем çирĕме яхăн- вăрçă вучĕпе ĕннĕ, тар шăрши витĕрех çапнă виç кĕтеслĕ çырусем. Çак çырусене Мария Степановна Спиридонован çемйи (Пуянкасси ялĕ) упраса хăварнă. Вĕсем унăн ашшĕн - Степан Михайлович Тимофеевăн çырăвĕсем. Степан Михайлович вăрçă çулĕпе паттăррăн утса тухса 1945 çулхи январь уйăхĕнче пуçне хунă. С.М.Тимофеев 1910 çулта Пуянкасси ялĕнче çуралнă. Вуннăра чухне ашшĕсĕр тăрса юлнă. Шкулта пуçламăш пĕлỹ илнĕ. 1930 çулта «Заря» колхоза кĕнĕ, ч и хастар колхозниксенчен пĕри пулнă. Завхозра, бригадирта ĕçленĕ, пĕр хушă Шăмăршăри райпотребсоюзра складсен заведующийĕ те пулнă. Степан Михайловича «Хисеплĕ ударник» ят та панă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ăна, тăватă ача ашшĕне, фронта кайма повестка панă. Степан Михайлович çывăх çыннисемпе сывпуллашнă чух вăрçăран çĕнтерỹпе таврăнасса çирĕп ĕненнине палăртнă. Вăрçăран çырусем çырсах тăнă вăл. Вĕсенчен пĕрне 1945 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче çырни паллă. Икĕ эрнерен вара хаяр çапăçура тăшманпа çапăçса вилнĕ. Ăна Хĕвелтухăç Пруссири Варденбург ялĕнче пытарни паллă. Хăйĕн çырăвĕсенче Степан Михайлович çемйишĕн пăшăрханнине палăртать. Çырури кашни йĕркех мăшăрне тата ачисене чĕререн юратнине яр-уççăн çирĕплетсе парать. Салтак ывăлĕсемпе хĕрĕсене амăшне тата асламăшне итлеме, вĕсене упрама хушать, килне таврăнсан лайăх пурнăç пуласса çирĕп шаннине палăртать. Шел, Степан Тимофеев хĕрлĕармеец килне таврăнайман, ют çĕрте юн тăкса унтах выртса юлнă.

1942 çулхи августăн 9-мĕшĕнче хĕрĕ патне янă çыруран:

«Гитлер пирĕн юратнă çĕршывăмăра çĕмĕрсе тăкса пирĕн халăха чура туса хурасшăн, хăйĕн йыттисене вăслатса ярса Совет Союзĕнчи хуласемпе ялсене çунтарса тĕп тăвасшăн. Маша, сан пек пĕчĕк ачасене те вĕлерет Гитлер вăрă-хурахĕ. Тăшман мĕнле вăйлă та тискер пулсан та, эпир çĕнтеретпĕрех! Кун пирки пĕрре те ан иккĕлен, Маша хĕрĕм. Пысăк пулăр, вĕренĕр.

АÇУ».

1943 çулхи октябрьте çул çинче, чукун çул станцийĕнче çырнă çыруран:

«Ырă кун, ырă вăхăт! Ку çырупа сире салтакăн питĕ пысăк саламне яратăп. Пуриншĕн те ытла Мишана, Машана, Таиçе, Герана йăтса илейми пысăк салам! Ку çырăва Тихвин хулинчен яратăп. Тихвин нимĕçсен аллинчен хамăр алла куçнă ĕнтĕ. Анчах та хулана йăлтах çĕмĕрсе-ватса пĕтернĕ. Халĕ халăх фашист çĕленĕсен аллинчен хăтăлнă. Эпир Ленинграда çитиччен инçе юлмарĕ, часах çывхарса пыратпăр вăрçă вучахне. Вырăна çитсен адреса пĕлтерĕп.»

1944 çулхи майăн 13-мĕшĕнче янă çыруран:

«...Гера урамра çарран тăвăл пек чупать пуль ĕнтĕ. Пĕр куна кăна пырса курасчĕ ачамсене. Нивушлĕ фотоỹкерчĕк çапакан çын тупаймастăр унта? Вĕсен сăнĕсем çине пăхса курасчĕ. Сиртен тỹсеймесĕр çыру кĕтетĕп...»

1944 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче çырнă çыруран:

«Ырă кун! Анне, Наçтук, аслă ывăлăм Миша, аслă хĕрĕм Маша, кĕçĕн хĕрĕм Таиç, юратнă пĕчĕк ывăлăм Гера! Сире пурсăра та паян килтен тухнăранпа 3 çул тултарнă ятпа, паянхи кунччен вăрçăран пĕр тухмасăр çапăçнă пулсан та сывă пулнăшăн хĕпĕртесе саламлатăп, сирĕн телейĕр малашне те пултăр тесе кĕл тăватăп. Пурсăра та ырлăх-сывлăх сунатăп, ыталаса чуп тăватăп. Тăвансене, кỹршĕ-арша салам калăр».

1944 çулхи майăн 25-мĕшĕнче ывăлĕ патне янă çыруран:

«Миша, сана пысăк та хĕрỹллĕ салампа саламлатăп. Тата Герана, Таиçе, Машана та - пысăк та хĕрỹллĕ салам. Миша, санăн сăвăлла çырнă çыруна илсе вуларăм. Ну тĕлĕнсе кайрăм: çырма пултаратăн иккен! Маттур! Юлташсене каласа кăтартрăм та, вырăсла куçарса пар теççĕ. Куçарса патăм та, ахăлтатсах кулаççĕ. Çын хушшинче лăпкăрах пул, ытти ачасен йышĕнче ырă тĕслĕх кăтарт.Уйрăмах ватă çынсен умĕнче хисеплĕ пул. Таврăнсан (сывă юлсан) мĕн кирлине пурне те илсе парăп. Эсĕ кашни çыру илсенех хирĕç çырса яр. Ывăлăм, сире пурне те манăн питĕ курас килет. Эпĕ сывă-ха, çĕнĕ салтак тумĕпе тивĕçтерчĕç. Пысăк пул. Сана ыталаса чуп тăватăп!

АÇУ».

Эпир, вăрçă ачисен ачисем, пурăннă чухне вăрçăра вилнĕ çывăх çынсен çырăвĕсене тата сăн ỹкерчĕкĕсене упраса хăварма, вĕсем çинчен хамăрăн ачасемпе мăнуксене каласа пама тивĕç. Мĕншĕн тесен çыру вăл _ чĕрĕ çын хăй çинчен, вăрçă çинчен, Тăван çĕршывпа хăйĕн çемйине чĕререн юратни çинчен каласа пани. Упрар çак çырусене, куç шăршине упранă пек упрар, тăванăмсем!

Н.СПИРИДОНОВА,

Пуянкассинчи тĕп шкулти акăлчан чĕлхи учителĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика