08 мая 2015 г.
Манăн аттен кукашшĕ Николай Васильевич Космовский тата аслашшĕ Иван Петрович Филиппов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Иккĕшĕ те килĕсене Çĕнтерỹпе, кăкăр тулли орден-медальпе таврăннă. Вăрçă хыççăн мĕн ватăличченех тăван район экономикине аталантарассишĕн тăрăшса ĕçленĕ. Хамăн заметкăра эпĕ Николай Васильевич Космовский çинчен кĕскен каласа парасшăн. Вăл Шăмăршă районĕнчи Никишино ялĕнче (халĕ ку ял картта çинче çук ĕнтĕ) çуралса ỹснĕ. Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухсанах ăна фронта илнĕ. Манăн мăн асатте Мускавшăн тата Ленинградшăн пынă хаяр çапăçусене хутшăннă, икĕ хутчен йывăр аманнă. Госпитальте сывалсан каллех строя тăнă. Вăрçăри паттăрлăхшăн ăна Тăван çĕршыв Хĕрлĕ Çăлтăр тата Мухтав орденĕсемпе наградăланă. 1946 çулта демобилизаци йĕркипе тăван Шăмăршă районне таврăнсан, Н.В.Космовский вăрçăпа юхăннă халăх хуçалăхне çĕклеме хастар хутшăннă. Ултă çул хушши Шăмăршă районне ертсе пынă. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн ăна правительство виçĕ хутчен Хисеп Палли орденпа чысланă. Вăл Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ те пулнă. Йывăр чире пула, манăн мăн асатте 1997 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайнă. Ăна Шăмăршă масарне пытарнă. Вилнĕ хыççăн Н.В.Космовские «Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят панă. Манăн мăн асаттене хисеп туса пирĕн çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă. Пирĕншĕн пилĕк орден кавалерĕ Николай Васильевич Космовский пурнăçри чи ырă тĕслĕх пулса тăрать, унăн çăлтăр пек çутă ячĕ - пирĕн чĕрере.
Елизавета ФИЛИППОВА,
Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен.