08 мая 2015 г.
2015 çул манăн аттемшĕн, Михаил Ильич Ичанкиншăн ( сăн ỹкерчĕкре), паллă пулăмсемпе çырăнса юлать. Вăл - вăрçă участникĕ, фронтра ытти салтаксемпе пĕрле Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă. Ăнланатпăр: чаплă уявăн 70 çулхи юбилейĕ фронтовиксемшĕн, тыл ĕçченĕсемшĕн тата вăрçă ачисемшĕн уйрăмах хаклă. Вĕсем хаяр вăрçăн мĕн пур йывăрлăхĕсене тỹсĕмлĕн чăтса ирттернĕ.Аттешĕн хаклă тепĕр пулăм - вăл кăçал октябрĕн 23-мĕшĕнче хăйĕн 90 çулхи юбилейне кĕтсе илет. Çак юбилее пĕтĕм çемьепе, тăвансемпе пĕрле тулли кĕрекере кĕтсе илме ĕмĕтленетпĕр. Манăн аттене, 1925 çулта çуралнăскере, 1943 çулхи январьте вунçиччĕрех салтака кайма повестка панă. Ăна, Шăмăршă шкулĕнче вăтам пĕлỹ илнĕскере, Оренбург облаçĕнчи полк шкулне вĕренме янă. 5 уйăхран сержант званийĕ илсен аттене Виççĕмĕш Белорусси фронтĕнчи (командующийĕ - арми генералĕ Черняховский) 41-мĕш Гварди артиллери полкĕнче разведчиксен отделенийĕн командирĕ пулма çирĕплетнĕ. 1944 çулхи февральте 45 миллиметрлă пушкăсен дивизионĕнче оруди командирĕ пулнă, каярахпа пехота чаçĕнче отделени командирĕн должноçне йышăннă. Атте хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле Белоруссие, Литвана ирĕке кăларма хутшăннă, Аслă Çĕнтерĕвĕн çулĕпе малалла - Хĕвелтухăç Прусси çĕрĕ тăрăх утнă. Аслă Çĕнтерĕве Кенигсбергра кĕтсе илнĕ. Фронтри паттăрлăхшăн аттене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе, «Кенигсберга илнĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă. 1945 çулхи май вĕçĕнче аттене кĕçĕн лейтенантсен 3 уйăхлăх курсне вĕренме янă. Офицер званийĕ илсен вăл стрелоксен взвочĕн командирĕ пулнă. Çак çулах, декабрь уйăхĕнче, демобилизаци йĕркипе çуралнă кĕтесе - Шăмăршăна таврăннă. Службăран килсен атте райцентрти тĕрлĕ организацисенче бухгалтер тата тĕп бухгалтер пулса ĕçленĕ. 1986 çулта пенсие тухнă. «Тăван çĕршыва хỹтĕлесси - чи хисеплĕ тивĕç»,- тетчĕ пире атте. Тете, Виктор, Томскри çыхăну аслă çар училищине пĕтерсен тĕрлĕ çар чаçĕсенче 25 çул службăра тăчĕ. Пĕрлех Санкт- Петербургри çыхăну çар академийĕнчен вĕренсе тухрĕ. 2005 çулта подполковник званийĕпе запаса кайрĕ. Халĕ хăйĕн çемйипе Рязань хулинче пурăнать. Хама илсен, эпĕ 1981-1983 çулсенче çар тивĕçне пурнăçларăм, Мускав облаçĕнчи ПВО чаçĕнче взвод командирĕ çумĕ пултăм. Киле аслă сержант званийĕпе килтĕм. Сывлăхĕ çирĕпех пулмасан та, атте ерипен кăштăртатса çỹрет-ха. Хăш чухне фронтри йывăр самантсене аса илет, хăйĕнпе юнашар çапăçнă юлташĕсем пирки каласа парать. Фронтовиксем вăрçă хирĕ сенче паттăррăн çапăçса пире фашизм пусмăрлăхĕн хăрушлăхĕнчен хăтарнă, çутă хĕвеллĕ пурнăç парнеленĕ. Эпир хамăрăн аттепе тивĕçлипе мухтанатпăр.
А.ИЧАНКИН.
Шăмăршă ялĕ.