Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем ĕмĕрех вунтăххăрта…

08 мая 2015 г.

Вĕсем ĕмĕрех вунтăххăрта…

Стена çинче - ик сăнỹкерчĕк.

Пăхаççĕ ăшшăн йăл кулса.

Çап-çамрăк иккĕш те, çап-çамрăк...

Вĕсем - ялан вунтăххăрта.

...Тумлать, тумлать анне куççулĕ,

Кам калĕ: юхнă вăл мĕн чулĕ?

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсем пирĕн халăхшăн йывăр та асаплă пулнă. Кашни çемьенех вăл ĕмĕр манăçми çухату, хуйхă, асап кỹнĕ. Пин-пин çыннăн ĕмĕтне çапса хуçнă, телейне татнă, миллионшар çын пурнăçне туртса илнĕ. Манăн аттепе аннен çемйисенчен те чи хаклă çыннисене уйăрнă. Анне Семен Прокопьевич Угарин çемйинчен тухнă. Унăн пиччĕшне - 1923 çулта çуралнă Якура - 1942 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче фронта илсе кайнă, пĕр уйăха яхăн телефонист-связиста вĕрентсен Сталинград фронтне янă. Ноябрĕн 23-мĕшĕнчи пĕр хаяр çапăçура унăн пурнăçĕ татăлнă, Егор Семенович Угарин хĕрлĕармеец тăшманпа паттăррăн çапăçса вилнĕ. Вилĕм хучĕ çине (похоронка) Лапушино ялĕ çывăхĕнче пуçне хуни çинчен çырнă. Якур тете çивĕч ăслă- тăнлă, ĕçчен каччă пулнă. Вăл ялти 7 класлă шкула питĕ лайăх паллăсемпе пĕтернĕ. Малалла вĕренме каяс ĕмĕчĕ те пулнă. Анчах ашшĕ-амăшĕн укçи-тенки çитменни пирки çутă ĕмĕчĕ пурнăçланайман. Вара ялтах ĕçлеме тивнĕ, ашшĕ ямшăк пулнă май унпа пĕрле Улатăра çỹренĕ. Аттен аслă пиччĕшĕ - Василий Малофеев - 1924 çулта çуралнă. Ялти 7 класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьелĕнчи счетоводсен шкулне пĕтернĕ, колхозра тĕп бухгалтерта ĕçленĕ. 1941 çулта ăна Амур çинчи Комсомольск хулине ФЗО шкулне вĕренме янă, 1942 çулта унтанах фронта илнĕ. Выборг хулишĕн пынă пĕр çапăçура йывăр аманса Кянитюша ялĕ çывăхĕнче вилнĕ. Ваççа тетене Ленинград облаçĕн Кянитюша ялĕнчи тăванла масар çине пытарнă. Якур тетепе Ваççа тете пирĕншĕн ĕмĕрĕпех вунтăххăрта юлнă. Эпир, вĕсен тăванĕсем, вăрçăра пуçĕсене хунă тетесене яланах асра тытăпăр, ачасене каласа паратпăр. Якур тетене пытарнă масарти вилтăпри çинче пирĕн тăвансем 2013 çулта пулчĕç, чечек çыххи хучĕç. Темиçе çул маларах Василий тетен вилтăприйĕ çинче пирĕн иккĕмĕш сыпăкри тăвансем пулнăччĕ. Çапла, пирĕн икĕ тете те çемье çавăрма ĕлкĕреймен. Ашшĕ-амăшне тăлăха хăварса, пирĕн телейлĕ те çутă пуласлăхшăн çап-çамрăклах пуçĕсене хунă. Астăватăп-ха, эпир ача чухне кукамай, вăрçăра вилнĕ ывăлĕшĕн пенси илсен, лавккаран пĕремĕк-конфет илетчĕ те: «Çийĕр, ачасем, Якур тетĕр шахтăран укçа ярса пачĕ», - тетчĕ. Хăй саппун аркипе куççульне шăлатчĕ. Якур тете вăрçăра вилни çинчен пĕлтерекен хута вара тур кĕтессинче упратчĕ... Якурпа Ваççа тетесен ячĕсене ялти хĕрлĕ çăлтăрлă палăк çине ĕмĕр асăнма çырса хунă. Ыран, Çĕнтерỹ кунĕнче, палăк умĕнче пĕр самант шăп тăрăпăр.

Е.УЛЮКИНА (МАЛОФЕЕВА),

Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкул вĕрентекенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика