Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вилĕмрен хăраман чăваш хĕрĕ

27 февраля 2013 г.

ШĂМĂРШĂРА пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕ Елизавета Алексеевна Лапина 90 çул тултарчĕ.

Аслă Аттелĕх вăрçи кĕрленĕ вăхăтра, 1942 çулхи августăн 12-мĕшĕнче Энтĕрьел хĕрне – Шăмăршă ял Совечĕн ĕçтăвкомĕнче секретарьте ĕçленĕ Е.Лапинана фронта кайма повестка панă. Малтан вăл Шупашкарта ытти хĕрсемпе пĕрле телеграфиста вĕреннĕ. 1943 çул пуçламăшĕнче телефонисткăсене – çак йышра Патирекри Надежда Чугунова, Вырăс Чукалĕнчи Перасковья Картузова та пулнă – çар эшелонĕпе иккĕмĕш Украина фронтне ăсатнă. Полтава таврашĕнче ун чухне питĕ хаяр çапăçусем пынă. Районти виçĕ хĕре тĕрлĕ çар чаçĕсенчи çыхăну подразделенийĕсен телефонисткисем пулма çирĕплетнĕ.

Е.Лапина хĕрлĕармеец блиндажсенче телефон аппарачĕ умĕнче талăкĕ-талăкĕпе дежурствăра ларнă, команднăй пунктсене телефон çыхăнăвĕпе тивĕçтерекен кабеле снаряд-бомба взрывĕ татсан хул пуççисем çине провод катушки тата винтовка çакса тăхлан "çумăрĕ" витĕр кабель сыпăнтарма чупнă.

Энтĕрьел хĕрĕ Кременчуга, Киева тата ытти хуласене, Венгрие тăшманран ирĕке кăларма хутшăннă. Çĕнтерÿ кунне 1945 çулхи майăн 9-мĕшне Будапешт хулинче кĕтсе илнĕ. Унăн гимнастеркине "Çапăçусенчи паллă ĕçсемшĕн" тата "Германие çĕнтернĕшĕн" медальсем илемлетнĕ.

Фронтран таврăнсан Е.Лапина чылай çул райĕçтăвкомри финанс пайĕнче бухгалтерта вăй хунă. Ĕçри тăрăшулăхшăн ăна "Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăланă.

Çак кунсенче Е.Лапина патне Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.Путинран çыру килнĕ. Президент Елизавета Алексеевнăна чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламланă, фронтри паттăрлăхшăн, мирлĕ ĕçри хастарлăхшăн тав тунă, ырлăх-сывлăх вăрăм ĕмĕр суннă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика