27 февраля 2013 г.
ФЕВРАЛĔН 23-мĕшĕнче эпир пурте Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне паллă тăватпăр. Çак кун хамăрăн хаклă арçынсене – аттесемпе асаттесене, тетесемпе шăллăмсене – саламлатпăр. Вĕсем чăннипех те – пирĕн Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисем.
Иртнĕ кунсенче çак уява халалласа, Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕнче шкул çулне çитеймен ачасем хушшинче "Мистер Икс – 2013" конкурс иртрĕ. Çак конкурсра Шăмăршăри "Ромашка" тата "Аленушка" ача сачĕсен вĕренекенĕсем хутшăнчĕç.
Пĕчĕккисем, воспитательсемпе юлташĕсем пулăшнипе, куракансене хăйсем çинчен каласа пачĕç. Ашшĕ-амăшĕ валли хатĕрленĕ парнесем, юрăпа ташă ăсталăхне кăтартрĕç, спорт ăмăртăвĕнче хĕрÿ тупăшрĕç.
Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире палăртрĕç.
"Куракансем чи юратнă Мистер" – "Ромашка" ача садĕнчи Лев Яковлев, "Савăк Мистер" çак садикри – Елисей Ефимов. Унăн юлташĕ Дамир Шайдуллин – "Чи вăйлă Мистер", "Ырă кăмăллă Мистер" – "Ромашка" ача садĕнчи Кирилл Тимофеев, "Хăйне евĕрлĕ Мистер" – "Аленушка" ача садĕнчи Илья Ревунов пулса тăчĕç.
Кăçалхи "Мистер Икс – 2013" ята вара "Аленушкăри" Максим Иванов тивĕçрĕ.
Куракансем пĕчĕк хÿтĕлевçĕсене парнесем парса хавхалантарчĕç.