27 февраля 2013 г.
ВИÇПŸРТ ШĂМĂРШĂРИ пуçламăш шкул-ача садĕнчи 1 тата 3 классенче вĕренекенсем ашшĕсене уяв ячĕпе саламласа, пĕчĕк концерт лартса пачĕç. Ачасем юрăсемпе, сăвăсемпе, ĕç урокĕнче хăйсем тунă парнесемпе вĕсене савăнтарчĕç. Концерт хыççăн класс ертÿçи Т.А. Гордеева тĕрлĕ конкурссем ирттерчĕ. Вĕсенче ашшĕсем те, ачасем те хаваспах хутшăнчĕç. Чи маттуррисем вара – А.Юманов, П.Евтихеев пулчĕç. Уяв пурне те килĕшрĕ.
Класс ертÿçине, ашшĕ-амăшĕн ятĕнчен Л.Егоровапа Л.Алюков тав сăмахĕ каларĕç.
Уява кашни вĕренекенĕн ашшĕпе амăшĕ хутшăнни те класс тулашĕнчи ĕçсене ирттерме хавхалантарса пырать.