27 февраля 2013 г.
(Малалли. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте.)
Каçăн хура чаршавĕ общежитин пĕчĕк пÿлĕмĕн кантăкĕ çийĕн паçăрах карăннă ĕнтĕ. Акă, кĕçĕр кафери хĕрÿ ĕç хыççăн çывăрма выртнă Оксанăн, тăпăлкка ÿт-пÿллĕ хĕрарăмăн, ыйхи каллех, тирек мамăкĕ евĕр, таçта курăнми вĕçсе кайрĕ. Хăй чун панă пĕчĕк хĕр пĕрчи куç умне тухса тăрсанах чĕре канăçсăрăн тапма пуçларĕ, тăнлавсем, такам мăлатукпа шакканăн, тÿнк-тÿнк! турĕç. Ăшă утиял ăшĕнче каллĕ-маллĕ çаврăна-çаврăна выртса аякĕсем ыратма пуçланăран, çамрăк хĕрарăм вырăн çинчен вашт! кăна сиксе тăчĕ те, электричество лампочкине çутса тĕкĕр умне пырса ларчĕ, çăра çÿçне массаж щеткипе шатăртаттарса хыçалалла тураса вырттарчĕ, пĕр самант хăй çине шанк! хытса пăхса тăчĕ. Тĕкĕртен ун çине такам та ăмсанмалла хитре сăн-питлĕ, пысăк куçлă чиперкке тĕмсĕлсе тинкерчĕ. Эх, чунĕпе те çакнашкал илемлĕ пулсанччĕ вăл! Çук çав, чунĕ хывăх пекех пуш-пушă унăн, чĕре вырăнне хытă чул татки кĕрсе вырнаçнă пулинех. Апла пулмасан, хăйĕн тĕпренчĕкне пĕр шеллевсĕр больницăра пăрахса хăварман пулĕччĕ вăл. Çук-ха, пĕр шеллевсĕр мар ĕнтĕ, Катя çине вĕри куççуль витĕр юлашки хут пăхса хăй хыççăн палата алăкне хупичченех пĕр каç та лăпкă ыйхăпа çывăраймарĕ Оксана. Паян, тĕрĕсрех каласан, кĕçĕр, хăйĕн тĕпренчĕкне çак тĕнчене илсе килни шăпах пĕр уйăх çитрĕ. Мĕнлерех пурăнкаларĕ-ши вăл çак хушăра; Кипки йĕпенсе черченкке купарчине тăвар та касать, шăнса та ĕнтĕркет пулĕ. Выçăхса çитнĕскер, амăшĕн çемçе кăкăрне шыраса пĕчĕк аллисене мелсĕррĕн унталла-кунталла тăскалать ĕнтĕ. Хĕр ача вăранса нăшăклатма пуçласанах ăна çепĕççĕн хăйĕн ытамне илетчĕ амăшĕ. Хырăмĕ выçнăскер, малтанласа вăл кăкăра кăштах ыраттарса васкавлăн ĕмме пуçлани, каярахпа, тăранаспа, тутисене ерипен хускатни, лăпкăн çывăрса кайни Оксанăн чĕрине канăçлăхпа телей кÿретчĕ.
Оксана хăй тĕрленĕ чÿрече каррисене икĕ еннелле сирсе, вĕриленнĕ çамкине пĕр авăк сивĕ кĕленче çумне тытса тăчĕ. Шăпăртатса çăвакан çурхи çумăр кĕввине итлесе тăруçăн, шăпах çур çул каялла, октябрь уйăхĕн саккăрмĕшĕнче, кĕрхи сивĕ йĕпхÿ витĕр Шупашкартан тăван яла кайса килнине, тахçанхи асра юлнă кинофильм евĕр, малтан пуçласа вĕçне çитичченех аса илчĕ. Ытла та çивĕч калаçу пулса иртрĕ ун чухне ашшĕ килĕнче. Варти хĕр пĕрчин малаллахи шăпи синкерлĕ пулса тухасси ун чухнех яр-уççăн палăрчĕ...
х х х
Оксана, симĕс плащ тăхăннăскер, тин çеç яла килсе çитнĕ автобусран анса юлчĕ те, вĕттĕн пĕрĕхекен кĕрхи сивĕ çумăртан сыхланса, пуç çийĕн чăпар сунчăкне сарса хучĕ. Вăл йывăр сумкине çĕклесе хаш! сывласа илчĕ, тикĕт пек çăра пылчăка çăрса васкамасăр тăван кил еннелле утрĕ. Хĕрĕн сăн-пичĕ, пĕтĕм тавралăха хупласа илнĕ йывăр пĕлĕтсем евĕр, тĕксĕм те салху курăнчĕ. Эх, пĕр шухăшсăр та савăнăçлă кунсем вун саккăртах нихçан каялла таврăнми иртсе кайрĕç-шим уншăн; Яла çитсенех, автобусран аннă-анман, яланах çунат хушнă пек килелле вĕçтеретчĕ Оксана. Анчах та хальхинче ашшĕ çурчĕн ăшши нимĕн чухлĕ те илĕртмерĕ ăна. Пĕлтĕр вăтам шкул пĕтерсе Шупашкарти профтехучилищĕне вĕренме каяс умĕн ашшĕ каланă сăмахсем халĕ, киле çывхарса пынăçемĕн, хăлхара пушшех аслатилле янăраççĕ. "Оксана, сана, хамăрăн пĕртен-пĕр хĕрĕмĕре, шкулта вун пĕр çул вĕрентсе çынран кая çÿретмерĕмĕр, – терĕ вăл, куçран йăлăнуллăн пăхса. – Эпир саншăн яланах чĕрене ыраттарса пурăннине, тем тума та хатĕр пулнине халĕ ырăпа тавăрма вăхăт çитрĕ. Пирĕн çинчен халĕччен ялта никам та начарпа калаçман. Хам шоферта, аннÿ бригадăра тар кăларса ĕçлесе ырă ят çĕнсе илнĕ. Санран та ĕçчен те сăпайлă çын туса ÿстерме тăрăшрăмăр. Хулара хăвна пур енĕпе те йĕркеллĕ тыт. Усал хыпар утпа çÿрет, теççĕ. Ял çинче аçупа аннÿ ятне ан яр. Кун пирки аннÿпе иксĕмĕр тархасласах ыйтатпăр сана, юратнă хĕрĕмĕр..."
Эх, вун çиччĕри айванлăх! Çамрăк ÿт-пĕве ырă та пылак туйăмсемпе илĕртекен юн вылявне хăй еккипе ямасăр кирлĕ пек тытса пыма, качча илме шантаракан, хăлха çумĕнчех чи ачаш та çепĕç сăмахсем пăшăлтатакан юратнă йĕкĕтĕн вĕри ытамĕнче пуçа çухатмасăр тăма, кирлĕ пулсан, ăна вăхăтра хăй вырăнне лартма пĕлни сывлăш пекех кирлĕ çав. Акă, çуллахи ăшă та тÿлек каçсенчен пĕринче чăрсăр каччă умĕнче пĕр самантлăха хăйĕн вăйсăрлăхне кăтартни, унăн пыл пек пылак сăмахĕсене чĕрене çывăххăн илни Оксанăн малашлăхри çунатлă ĕмĕчĕсене шартах хуçса пăрахрĕ. Хула тулашĕнчи хитре чечексем хушшинчи капăр керменте ăна телей кÿрсе пурăнма шантарнă çăмăл автомашинăллă йĕкĕт Оксана çие юлнине сиссенех хăйĕн маршрутне улăштарса, тепĕр хĕр патнелле çул хыврĕ. Тăван пекех питĕ çывăх туйăнакан Федя çакнашкал пÿтсĕрле хăтланни малтанласа пуç çийĕн çиçĕм йăлтăр-ялтăр çиçсе илнĕ пекех туйăнчĕ, чĕркуççисем, ÿсĕр çыннăнни евĕр, лĕштĕрех кайрĕç. Йĕкĕтĕн чĕрене ыраттаракан сăмахĕсем Оксанăна часах урăлтарчĕç. "Эпĕ сана вăйпа ирĕксĕрлемен, – терĕ Федя, хĕр вĕри куççульпе çăвăннине лăпкă чунпа сăнаса. – Качча илме сăмах панă тетĕн-и; Сан валли тÿперен çăлтăр татса илме шантарнине те ĕненнĕ пулăттăн-ши вара; Эсĕ – пĕве кĕнĕ хĕр. Çие юлни пирки хăвах тивĕçлĕ мерăсем йышăн. Çирĕм иккĕрех çемье хăмăтне тăхăнма тилпĕрен курăкне çимен-ха эпĕ...".
(Малалли пулать.)