Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алкоголь сиенлĕхĕ

27 февраля 2013 г.

ÇЫНСЕМ эрех ĕçессине вун-вун ĕмĕр каяллах йăлана кĕртнĕ. Алкоголь шĕвекĕсене тĕрлĕ сăлтавпа ĕçеççĕ. Никам та ĕçкĕç е алкоголик пулас тесе ĕçмест. Хальхи вăхăтра Раççейре, статистика çирĕплетнĕ тăрăх, кашни çын пуçне çулталăкра ĕçсе янă 15 литр спирт тивет. Ку вăл – ватăсемпе пĕчĕккисене шута илсен. Наци малашлăхĕнче вара 8 литр спирт та хăрушлăх кÿрет.

Час-часах алла черкке тытакан çын, çулсем иртнĕ май, алкоголь шĕвекĕсемсĕр пурăнайми пулса çитет. Эрех-сăра ерипен-ерипен çын сывлăхне хавшатса, чун-чĕрине пушатса пырать. Ĕçке пула алкоголик ĕç вырăнне, çемьене çухатать, обществăра сумсăр çын пулса тăрать. Алкоголь шĕвекĕсем ĕçме хăнăхса кайнă çын хăй шурлăха кĕрсе ÿкни пирки шухăшламасть, ыттисен ырă канаш-сĕнĕвне те вырăна хумасть.

Алкоголь йывăрлăхне чи малтан пĕвер хăй çине илет. Пĕвер циррозĕ – 25-64 çулти çынсем вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă 5 сăлтавран пĕри. Ĕçмен çынсемпе танлаштарсан, час-часах черкке патнелле туртăнакан çынсем чĕре миокарчĕн инфаркчĕпе вилекенсем икĕ хут çурă нумайрах. Раççейре çуллен 450 пин çыннăн инсульт пулнине регистрацилеççĕ. Çак йышăн 50 процентне яхăн пурнăçран уйрăлать. Чĕрĕ юлнисен 20 проценчĕ малтанхи ĕç вырăннех таврăнать, 80 проценчĕ инвалида тухать. Эрех пуç мимине те пысăк сиен кÿрет: нервсен клеткисем яланлăхах пĕтеççĕ, çавна май çын хăйне йĕркеллĕ тытаймасть. Алкоголизмăн иккĕмĕш тапхăрĕнче хăш-пĕр чирлĕ çынсем талăкра 1-2 литр таранах эрех ĕçеççĕ.

Эрехе виçеллĕ кăна ĕçме пултарайман çынсен алкоголь шĕвекĕсемпе яланлăхах сывпуллашмалла. Ку вăл сывлăха тата пурнăçа упраса пурăнма май парĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика