13 мая 2015 г.
Ĕнерхи кун тĕлне районти хуçалăхсем 7265 гектар(82,2 %)çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса хăварнă.Çав шутра: 4150 гектар çурхи тулă, 3095 гектар урпа, 20 гектар пăрçа.Хуçалăхсенче хальлĕхе 125 гектар çĕрулми лартнă. Асанкассинчи С.Данилов, Палтиелĕнчи И.Алиуллов, Кахăрлă Шăхалĕнчи Г.Макаров, Хĕрлĕ Васанти В.Павлов, Анат Чаткасри А.Юнкеров, Карапай Шăмăршăри О.Хлюкин тата М.Алексеев ирхи культурăсене пĕтĕм лаптăк çинче акса хăварнă. Хуçалăхсенче куккурус тата чĕкĕнтĕр, пахча-çимĕç акаççĕ.Шел те, уй-хир ĕçĕсем "Шанс" ОООра тата А.Сатеевăн фермер хуçалăхĕнче анлăн сарăлайман-ха. Çурхи çанталăк вара васкама хушать.