Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Офицерсен укçипе - Асăну обелискĕ

13 мая 2015 г.

Офицерсен укçипе - Асăну обелискĕ

Тăван  çĕршывăн Аслă вăрçине 1941-1945 çулсенче Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенчен пурĕ 285 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 133- шĕ Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн, хăйсен çемйисен, ачасен, тăванĕсен телейĕшĕн паттăррăн çапăçса ĕмĕрлĕхех вăрçă хирĕсенче выртса юлнă, 152-шĕ фронтран Аслă Çĕнтерỹпе таврăннă.Вăрçăра пуç хунисене Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче яланах асра тытаççĕ. Вĕсен ячĕпе масар çинче хĕрессем те лартнă. Вăрçăра вилнисене асăнса вырăнти шкулта стендсем те йĕркеленĕ. Педагогсем, культура ĕçченĕсем вилĕмсĕр паттăрсене халалласа шкулта, клубра, библиотекăра тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Мускав облаçĕнче чаç командирĕн должноçĕнче службăра тăракан П.Алексеев полковник тата запасри подполковник В.Петров пĕлтĕр майăн 9-мĕшĕ тĕлне тăван яла - Çĕнĕ Тăрăна отпуска килсен (вĕсем иккĕшĕ пĕрле Томскри çыхăну аслă çар училищинчен вĕренсе тухнă, кайран офицерсем Санкт- Петербургри çыхăну çар академине пĕтернĕ) обелиск тутарасси пирки калаçса татăлнă. Фронтра паттăррăн çапăçса пуç хунисене ĕмĕр асăнмалăх обелиск лартни - питĕ пархатарлă ĕç, вилнисен умĕнчи сумлă тивĕç. П.Алексеев полковникăн аслашшĕ, Александр Алексеевич Алексеев, тата кукашшĕ, Василий Игнатьевич Антонов, фронтра паттăррăн çапăçса пуç хунă. В.Петров подполковникăн кукашшĕ те, Николай Семенович Кисамеев, хаяр вăрçăран таврăнайман. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Денисов çар çыннисен сĕнĕвне ырласа йышăннă. Вĕсем хăйсен укçипе масар çинче мрамортан Асăну обелискне лартни фронтра пуç хунă салтаксемпе офицерсен вилĕмсĕр ячĕсене, вĕсен манăçми сăнарĕсене тăван ял-йыш ĕмĕр-ĕмĕр асра тытмалли хăйне евĕр çутă символ пулнине палăртнă. Çар офицерĕсем Мускавра обелиск проектне тутарнă, ăна пурнăçа кĕртме Елчĕкри Григорьев предприниматель патне тăратнă. Елчĕкри предприяти ăстисем кăçал май пуçлансанах Карапай Шăмăршăра хĕрỹ ĕçе пуçăннă. Вĕсем ял тăрăхĕнчи паттăрсен ячĕсене çырса хунă хура мрамор плитисене тата Çĕнтерỹçĕ-салтак сăнĕллĕ плитана мрамор постамент çине вырнаçтарнă, йĕри-таврашне хăмăр-хĕрлĕ тротуар плиткисем сарса, тимĕр юпасем вырнаçтарса кĕмĕл тĕспе сăрланă сăнчăр карса тухнă. Елчĕксем çак сăваплă ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçланă. ...Майăн 9-мĕшĕнче 10 сехетре Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн çыннисем, шкулта вĕренекенсем масар çинчи Асăну обелискĕ умне митинга пухăнчĕç. Тăватă мрамор плитине вырнаçтарнă постамент умне шкулти çамрăк армеецсем хисеплĕ хурала тăчĕç. Ялти чиркỹ настоятелĕ Георгий атте обелиска Турă шывĕ сапса тасатрĕ. Кĕске сăмах каласа митинга ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Денисов уçрĕ. «Пирĕн телейшĕн çапăçса вилнĕ паттăрсен ячĕсене эпир яланах асра тытатпăр, - терĕ Владимир Васильевич. - Хамăрăн ентешĕмĕрсем - Петр Иванович Алексеев полковникпа Валерий Федорович Петров подполковник хăйсен шутĕнчен Асăну обелискне тутарни те çакна лайăх çирĕплетет». Кун хыççăн вăл П.Алексеева (служба тивĕçĕсене пула вăл митинга килеймерĕ) тата В.Петрова Тав хучĕсем парса хисеплерĕ. Малалла запасри подполковник В.Петров сăмах илчĕ, вăрçăра паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă ял çыннисен ячĕсем историре ĕмĕрлĕхех ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнине асăнчĕ. Ял çыннисем обелиск умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Митинга килнисене Георгий атте таса шывпа сапнă, Турă пилне панă хыççăн пурте клуб умĕнчи палăк патнелле çул тытрĕç. Палăк умĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Денисов пурне те Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Митингра Степан Федорович Лукьянов фронтовик тата тыл ĕçченĕсем те пулчĕç. Çамрăк армеецсем тата ял çыннисем палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Уява малалла тăсса, шкулта вĕренекенсен командисем çăмăл атлетика эстафетинче ăмăртрĕç, çар тематикипе литературăпа музыка композицине кăтартрĕç. Ăмăртура çĕнтернисем Кубок тата Диплом илчĕç. Карапай Шăмăршăра П.Алексеевпа В.Петров хăйсен укçи-тенкипе Асăну обелискне тутарни районти ытти ялсенчи çынсемшĕн те ырă тĕслĕх вырăнне пултăрччĕ.

И.АНАНЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика