Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Такмак каларĕç, вуларĕç сăвă…

13 мая 2015 г.

Такмак каларĕç, вуларĕç сăвă…

Раççейри Литература тата Чăваш Енри К.В.Иванов çулталăкне халалласа Шăмăршăри «Ромашка» ача сачĕнче утренник иртрĕ. Çак мероприятие «Умка» группăра Г.Сергеева воспитатель тата музыка ертỹçи О.Бибукова йĕркелерĕç.Г.Сергеева воспитатель пĕчĕккисене чăвашсен Аслă вĕрентекенĕ И.Яковлев тата чăваш поэзийĕн классикĕ К.Иванов çинчен каласа кăтартрĕ, Иван Яковлевичăн кĕске калавĕсене, «Нарспи» поэма пуçламăшне вуласа пачĕ. Ачасем калавсене тата вилĕмсĕр поэмăри йĕркесене питĕ тимлĕ итлерĕç. Кун хыççăн пĕчĕккисем «Пĕчĕк çеç путене» юрă юрларĕç, чăваш ташшине ташларĕç, хаваслă вăйăсем вылярĕç, такмаксем каларĕç, сăвăсем вуларĕç. Ачасем чăваш наци кĕпе-тумтирне тăхăнни уява татах та илемлетрĕ.

Г.СЕРГЕЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика