Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитмĕлмĕш мирлĕ ака

06 мая 2015 г.

"Хире тухсан, чун савăнать",- терĕ Кахăрлă Шăхалĕнчи Геннадий Макаров фермер. Епле ан савăнтăр-ха чун, енчен те хирте ĕç вĕресе кăна тăрать пулсан?! Виççĕр гектар ытла çĕр çине ирхи тĕштырă культурисене акмалла фермер хуçалăхĕн. Хальхи вăхăтра Александр Волков механизатор МТЗ-82 трактортан икĕ сеялка çаклатса урпа акать. Вăрлăх паха, имçамланă. Петр Волков, Анатолий Афанасьев тата Алекандр Мресов хирти мĕнпур ĕçе тỹрĕ кăмăлтан пурнăçлаççĕ. Геннадий Макаровăн ашшĕ - районти паллă çĕр ĕçченĕ Николай Васильевич та тырă акнă çĕрте. Çулĕсем чылай пулин те, ĕç ветеранĕ хĕрỹ тапхăрта килте ларма пултараймасть. "Çитмĕлмĕш мирлĕ акана - Çĕнтерỹ юбилейĕ ячĕпе - нихçанхинчен те лайăхрах ирттерес ĕмĕтпе ĕçлетпĕр",- терĕ пирĕнпе сывпуллашнă чух Николай Васильевич.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика