Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ылтăн туйра" савăнчĕç

06 мая 2015 г.

"Ылтăн туйра" савăнчĕç

Апрелĕн 30-мĕшĕнче Палтиелĕнчи Мукаддес Сартдиновичпа Сейризиган Алиулловна Тухфетулловсем пĕр çемьене пĕрлешнĕренпе 50 çул çитнине савăнăçлăн паллă турĕç. Мукаддес Тухфетуллов хăйĕн пурнăçри юлташне Патăрьел районĕнчи Тутар Сăкăт ялĕнче "шыраса тупнă". "Мир" колхозри малта пыракан тракторист Патăрьел районĕн чипер хĕрне пĕрре курсанах килĕштернĕ. Килĕштермесĕр май та çук: Сейризиган колхозра çеç мар, районта та чи лайăх ĕçлекен доярка пулнă вĕт-ха. 1957 çулта ăна "Республикăри чи лайăх доярка" хисеплĕ ят панă. Тухфетулловсем 4 ача çуратса ỹстернĕ, ваттисене паян 7 мăнукĕпе мăнукĕсен 3 ачи те савăнăç кỹреççĕ. "Ылтăн" юбилярсене район администрацийĕн ЗАГС пайĕпе Палтиел ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем ăшшăн саламларĕç, район администрацийĕн пуçлăхĕн Валерий Фадеевăн Тав çырăвне пачĕç. Хусанта тутар чĕлхипе тухса тăракан "Эмет" республика хаçачĕн журналисчĕ Сагит Бадреюдинов вара тутарсем, чăвашсем, ирçесем туслăн килĕштерсе пурăнакан Палтиел ялне Тухфетулловсем пек хисеплĕ çынсем илем кỹнине палăртрĕ.

Н.ХАБИБУЛЛОВА,

Палтиел ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика