06 мая 2015 г.
Васанти историпе тăван тавралăхăн халăх музейне хамăр районта кăна мар, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Унăн ĕç-хĕлне Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Ларшников професси ăсталăхĕпе йĕркелесе пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ Герман Николаевич музейсен 2014 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх республикăра малти вырăна тухнă. Музей директорĕнче пĕр улшăнми 1990 çултанпа ĕçлет вăл. Тĕплĕн хатĕрленсе, активистсене пархатарлă ĕçе явăçтарса, тăван тавралăх историйĕн экспозицииĕсене туса çак музее хăйех йĕркелесе янă Г.Ларшников. Çавăн пекех Герман Николаевич - купăсçă та. Чăваш халăх юррисен тата ташшисен кĕввине питĕ ăста калать вăл. Кунсăр пуçне юрлама, такмаксем калама та юратать. Çак туртăм ăна 1990 çултах ачасен "Мерчен" фольклор ансамбльне те йĕркелесе яма хистенĕ. Ансамбле те пултаруллă ертсе пырать Г.Ларшников. Ахальтен мар ĕнтĕ ансамбле "халăх коллективĕ" ят парса хисепленĕ. Ачасен "Мерчен" халăх ансамблĕ - ялсенчи, районсенчи, республикăри, регионсем хушшинчи тата Пĕтĕм Раççейри конкурссемпе фестивальсен лауреачĕ тата дипломанчĕ. Ача-пăча коллективĕ икшер хут Тюмень облаçĕнчи (1993,1999) тата Мускав хулинчи (1994,2002) тата Санкт-Петербургри (2010 ç.) чăвашсене юрă-ташăпа, сăвă-такмакпа савăнтарнă. Кунсăр пуçне Ульяновск облаçĕнчи тата Тутарстанри чăваш ялĕсенче те паха программăллă концертсем панă. 2003 çулта "Мерчен" Курск хулинче иртнĕ ача-пăча фольклор фестивалĕнче 41 коллектив хушшинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ку, паллах, ансамблĕн илемлĕх ертỹçине тата купăсçине Г.Ларшникова та, коллективри пултаруллă ачасене те пысăк чыс кỹнĕ. 2004 çулта "Мерчен" Чулхула облаçĕнче регионсем хушшинчи, 2008 çулта Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри, Ижевскра Раççейри халăхсем хушшинчи фестивальсенче лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Майăн 2-мĕшĕнче Васанта халăх музейне уçнăранпа 25 çул, ачасен "Мерчен" ансамбльне йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине халалласа пысăк мероприяти иртрĕ. Уява таври ялсенчен килнисем, Шупашкарти хăнасем малтан музей залĕнчи тирпейлĕ те илемлĕ туса хатĕрленĕ экспозицисемпе, паха экспонатсемпе, интереслĕ документсемпе, сăнỹкерчĕксемпе паллашрĕç, вĕсене тирпейлĕ те курăмлă хатĕрлесе тăратнине палăртрĕç. Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнĕ май, вĕсем Асăнупа çар мухтавĕн залĕнчи экспозицисем умĕнче ытларах чарăнса тăчĕç. Васан, Ярăслав тата Кивĕ Шăмăршă ялĕсенчен 1941-1945 çулсенче фронта тухса кайнă, унта Аслă Çĕнтерỹшĕн, ял çыннисен, юратнă мăшăрсемпе ачасен, тăвансен телейĕпе çутă пуласлăхĕшĕн хăйсен пурнăçне шеллемесĕр хăюллăн çапăçса ĕмĕрлĕхех хаяр вăрçă хирĕсенче выртса юлнă паттăрсен ячĕсене ылтăн саспаллисемпе çырса хунă стендсенчи хушаматсене васкамасăр вуласа тухрĕç, чечексем хурса пуç тайрĕç. Салтаксен сăнỹкерчĕкĕсем, фронтран янă çырусем, фронтри снарядсемпе патронсен гильзисем, каскăсем, котелоксем, паттăрсен тĕрлĕ наградисем, гимнастеркисем, тыл ĕçченĕсен фотоỹкерчĕкĕсем, вĕсен пархатарлă ĕçне сăнлакан хаçатсемпе листовкăсем тата ытти нумай-нумай материалсемпе экспонатсем кашнинех питĕ кăсăклантарчĕç. Мероприятие уçса, программăна ертсе пыракан А.Петровапа Т.Давыдова музейĕн çутă та илемлĕ залне пухăннисене музейпе "Мерчен" ансамблĕн юбилейĕсемпе ăшшăн саламларĕç. Вĕсем пĕрлех музейпе ансамблĕн историйĕсем, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пачĕç, музей директорĕн, ача-пăча коллективĕн илемлĕх ертỹçин Г.Ларшниковăн тỹпи пархатарлă ĕçре пысăк пулнине палăртрĕç. "Мерчен" ансамбль хăйĕн программине кăтартнă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков пурне те музейпе ансамблĕн юбилейĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламларĕ, музей çуртне юсама бюджетран 1 миллион та 200 пин тенкĕ уйăрни çинчен каларĕ. Музей директорĕ яланах тỹрĕ кăмăлпа ĕçленине палăртса, ĕçре малашне те ăнăçу сунса, Владимир Александрович Г.Ларшникова Чăваш Республикин Культура министерствин тата район администрацийĕн Хисеп грамотисене парса чысларĕ. Малалла Г.Ларшников сăмах илчĕ, музейпе ансамбль йĕркеленнĕ тапхăрти интереслĕ самантсене аса илчĕ. Герман Николаевич кун хыççăн музей ĕç-хĕлне хастар хутшăннă çынсем - А.Васильева, Н.Локтина, Л.Ефимова, Л.Измуковапа В.Ларшникова, М.Старый баянист, Ю.Алексеев художник, Н.Кузьмин пирки ырăпа аса илчĕ. Музей залĕнче хамăр районти Ю.Алексеев, А.Семенов, Н.Артемьев, З.Морозова, С.Евграфов художниксен, республикăри ытти паллă ỹнерçĕсен куравĕсене йĕркелени те - историлле пулăм. Çамрăк краеведсем - Т.Ильина, А.Ельцова, А.Ларшников, И.Тюнтерова, Ларисăпа Людмила Измуковасем, И.Фомина, Светланăпа Лариса Яковлевасем, О.Малова, И.Ефимова, А.Горшков, А.Петров, Е.Куропаткин, И.Портнов тата ыттисем те музей йĕркелеме хастар хутшăннине асăнчĕ Герман Николаевич. Республикăри паллă эстрада юрăçи, малтан "Мерчен" ансамбльте солист ăсталăхне туптанă С.Яковлева тата Чăваш Республикин Финанс министерствин пай ертỹçи Р.Егоров (малтан вăл та "Мерчен" ансамбльте юрланă) Г.Ларшникова Чăваш Наци Конгресĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн, Шăмăршăн Шупашкарти ентешлĕхĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç, ансамбльте тĕрлĕ çулсенче юрланисене "Мерчен" тесе çырнă хитре футболкăсем парнелерĕç. СССР спорт мастерĕ, СССР тата РСФСР чемпионĕ Л.Каргин вара Васанти музейĕн, "Мерчен" ансамблĕн 25 çулхи юбилейĕсене палăртакан медаль парса хисеплерĕ (ăна хăй шутĕнчен туса хатĕрленĕ). Кун хыççăн С.Яковлевапа С.Кувшинов юрăçсем, хамăр районти солистсемпе ташăçăсем пысăк концерт кăтартрĕç.
И.АНАНЬЕВ.